Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акă камран тĕслĕх илмелле!

01 октября 2014 г.

Спорта кăмăллакансем, тăтăшах тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнакансем хушшинче Хусанушкăнь ялĕнчи Валентин Харитонова пĕлмен çын сахал пуль. Çуллахи ăмăртусем-и е йĕлтĕр йĕрĕ çине тăмалла-и - 67-ри Валентин Ефимович ветерансем хушшинче яланах малта. Вăл физкультурăпа тата спортпа ача чухнех Элĕк районĕнчи пĕр паллă спортсмен явăçтарнипе туслашнă. Ачаранах ир-ирех тăрса чупма хăнăхнă. Каярахпа, ỹссен, аслă пĕлỹ илнĕ, чун туртнă ĕçпе Хусанушкăнь шкулĕнче ĕçленĕ. Халĕ Валентин Ефимович тивĕçлĕ канура пулин те кулленех физкультура тăвас, ỹт-пĕве çемçетес йăлана пăрахмасть, ялти ватăсене те спорта явăçтарать. Çăмăл, вăр-вар кĕлеткеллĕ ветеран хыççăн хусканусем тăвакансем, унпа пĕрле чупма тухакансем тахçанах физкультурăпа спортăн усси пысăккине, сахалрах чирленине палăртаççĕ. Унсăр пуçне Валентин Ефимович - ăста алăллă çын. Вăл хăй тĕллĕнех йывăç каскалама вĕреннĕ. Халĕ ĕнтĕ уншăн "йывăçран çивĕт тăвасси" йывăр ĕç мар. Унăн капăр эрешĕсене районти тĕрлĕ вырăнсенче те курма пулать. Килĕ-çурчĕ те йывăçран касса кăларнă эрешсемпе, хатĕр-хĕтĕрпе пуян.

А.ДМИТРИЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика