22 октября 2014 г.
Вĕренỹ организацийĕсен администрацийĕсен çакна пĕлсе тăмалла: - РФ Конституцийĕн 43-мĕш, "Раççей Федерацийĕнчи вĕренỹ çинчен" Федераллă саккунăн 5-мĕш статйисемпе килĕшỹллĕн шкулчченхи, пĕтĕмĕшле пуçламăш, тĕп тата вăтам пĕлỹỹ, вăтам професси пĕлĕвĕ тỹлевсĕр, пурне те тивĕçекен пулмалла. - Вĕренỹ сферинчи патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен финанс ыйтăвĕсене татса памалла: ачасене кĕнекесемпе тата пособисемпе, вĕренỹ хатĕрĕсемпе тивĕçтермелле, муниципаллă вĕренỹ организацийĕсен çурчĕсемпе сооруженийĕсене тытса тăмалла, вĕсен çумĕнчи территорисенче тирпей-илем кỹмелле, тăкаксен ыйтăвĕсене татмалла. - Унсăр пуçне вĕренỹ организацийĕсен хушма финанс хатĕрĕсемпе усă курма ирĕк пур: пайăр тата юридици сăпачĕсем ирĕклĕ йĕркепе парнелени, взноссем пани. Анчах та кун пек пулăшăва пусахласа илме кирлĕ мар. - Ачасен ашшĕ-амăшĕнчен федераллă саккунăн нормисене пăсса кĕнекесем туянма, шкулта юсав ĕçĕсем ирттерме укçа пухма юрамасть. Укçа-тенкĕпе çыхăннă пур операцие хут çинче çырмалла _ документ пулмалла. - Саккуна пăснă тĕслĕхсем пулсан ачасен ашшĕ-амăшĕн прокуратурăна пĕлтерме ирĕк пур.
Диана САВИНКИНА, район прокурорĕн пулăшуçи.