Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханăр, суя укçа

25 октября 2014 г.

Районти полици уйрăмĕ тепĕр хут асăрхаттарать: Чăваш Республикинче суя укçа нумай сарăлнине тупса палăртнă. Çакăн çинчен кашни кунах пĕлтерỹ килет. Уйрăмах 1000 тата 5000 тенкĕлĕх купюрăсем анлă сарăлнă. Ытларах вĕсемпе пасарсенче, автовокзалсенче, автозаправкăсенче, суту-илỹ точкисенче, укçа тĕрĕслемелли хатĕр тата видеосăнав çук çĕрте усă кураççĕ. Суя укçасене питĕ тĕплĕ янтланă, çавăнпа чăн укçаран уйăрма йывăр. Алăри укçана çутă çине тытса сăнаса пăхăр, иккĕленỹ çуралсан çакăн çинчен тỹрех полици сотрудникĕсене пĕлтерĕр.

Суя укçасене уйăрса илмелли паллăсене аса илтеретпĕр:

- укçа хучĕ чăннипе килĕшсе тăманни (алăпа сăтăркаласа пăхăр);

- купюра çинчи вĕтĕ ỹкерчĕксем пахалăхлă пулманни; - икĕ хутран пĕрлештерсе сыпни (çакăн пекки час-часах уйрăлса каять);

- укçа хуçланнă, хытăрах сăтăрнă тĕлте сăрă хăйпăнни;

- хут çинчи микроперфораци шăтăкĕсем сăтăрса пăхсан яка пулманни (чăн укçан яка);

- куçа курăнман йĕрсен уйрăмлăхĕ пурри;

- шыв палли çутă çинче тĕттĕмрех курăнни.

Çавăнпа укçапа пĕрмаях ĕçлекен сутуçăсене, кассирсене питĕ тимлĕ пулма ыйтатпăр. Алла пысăк укçа килнĕ чух, уйрăмах каçхи е халăх йышлă пухăннă вăхăтсенче сыхă пулăр, тавар туянаканăн сăнне астуса юлма тăрăшăр. Суя укçа салатакансене, туса кăларакансене асăрхасан тăхтаса тăмасăр районти полици уйрăмне 2-11-02 е 02 телефон номерĕсемпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр.

В.БЕЛОВ, районти полици уйрăмĕн начальник çум.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика