14 мая 2014 г.
1. Физикăпа тата акăлчан чĕлхипе _ ăнăçусем. Апрелĕн 11-мĕшĕнче районта 7-9-мĕш классем хушшинче стена хаçачĕсен "Физика _ вăл чăнкă" конкурсĕ иртрĕ. Тури Çĕрпỹкасси шкулĕн "Хаваслă Энштейнĕсем" команди унта хутшăнса 2-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. Акăлчан чĕлхине те аван пĕлеççĕ пирĕн вĕренекенсем _ апрелĕн 23-мĕшĕнче иртнĕ "Акăлчанла калаçакан çĕр-шывсен уявĕ" конкурсра 7-мĕш класра вĕренекен Татьяна Максимова тата 8-мĕш класри Ирина Романова иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç. 2. "Çул _ çăлтăрсем патне". Апрель пуçламăшĕнче республикăра иртнĕ "Çул _ çăлтăрсем патне" конкурса пĕтĕмлетрĕç. Пирĕн шкулта ăс пухакан Татьяна Максимова унта хутшăнса 2-мĕш вырăн йышăнчĕ. Космонавтика кунĕнче пирĕн вĕренекенсем Шуршăлта çамрăк космонавтсен слетĕнче пулчĕç, унта Таньăна "Шыравçă" паллă парса чысларĕç. 3. "Ытарма çук тăван енĕм". Апрелĕн 16-мĕшĕнче Мăн Этмен шкулĕнче районти вĕренекенсем хушшинче "Ытарма çук тăван енĕм" ("Наш чудный край") конкурс иртрĕ. Унта хутшăнса пирĕн шкулта 7-мĕш класра ăс пухакан Татьяна Максимова 2-мĕш вырăн йышăнчĕ, Диана Федорова 3-мĕш пулчĕ. Хĕр ачасем тăван ен культурине лайăх пĕлнине кăтартса пачĕç. 4. "Хăрушлăхсăр кустăрма". Мăн Этмен шкулĕнче апрелĕн 18-мĕшĕнче иртнĕ "Хăрушлăхсăр кустăрма" республикăри конкурсăн районти тапхăрĕнче Тури Çĕрпỹкасси шкулĕн çамрăк инспекторĕсем çул-йĕр правилисене пĕлекенсен тупăшăвĕнче 2-мĕш вырăна тухрĕç. Правилăсене уйрăмах 5-мĕш класра вĕренекен Анастасия Устиновапа Антон Ремизов аван пĕлни палăрчĕ. Çỹлерех асăннă мероприятисенче ачасене Игорь Живоев, Андрей Иванов, Светлана Мурайкина, Светлана Илларионова ертсе пынине палăртас килет. 5. Технологипе тата сăнарлă ỹнерпе вĕрентекенсем пухăнни. Апрелĕн 28-мĕшĕнче райадминистрацин вĕренỹ пайĕн планĕпе килĕшỹллĕн Атнарти вăтам шкулта районти шкулсенче технологипе тата сăнарлă ỹнерпе вĕрентекенсем пухăнчĕç. Сергей Кудряшов уçă урок ирттерчĕ, сăнарлă ỹнер енĕпе çĕнĕ технологисемпе мĕнле усă курмаллине паллаштарчĕ. Вĕренỹ пайĕн ресурспа тивĕçтерекен центрĕн заведующийĕ Александр Храмов пультпа тытса пыракан ăмăрт кайăк модельне вĕçтерсе кăтартрĕ. Çавăн пекех технологипе тата сăнарлă ỹнерпе вĕрентекенсен ассоциацийĕ "Чавал" уçланкăра тухса çỹрекен пленер ирттерчĕ. Учительсем кунти илемлĕ çут çанталăка çуллă сăрăпа, гуашьпе усă курса ỹкерчĕç.
Андрей ИВАНОВ, Тури Çĕрпỹкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкул директорĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"