Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕлхе - халăх мулĕ, пуянлăхĕ…

30 апреля 2014 г.

Тăван чĕлхе _ чăваш чĕлхи. Пирĕн тăван чĕлхене юратма, упрама, хисеплеме пĕлмелле. Тăван чĕлхе _ кашни çыннăн пысăк пуянлăхĕ. Тăван сасăран, тăван чĕлхерен пирĕн ăс-тăн аталанма пуçланă. Тăван чĕлхе _ халăхăн ĕмĕр сỹнми ăс-тăн чечекĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе апрель уйăхĕнче районти шкулсенче Чă ваш чĕлхи эрни иртет. Ăна чăвашсен паллă Улăпне И.Я.Яковлева халаллаççĕ. Хусанушкăнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта та апрелĕн 21-26-мĕшĕсенче чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Светлана Яруткина хатĕрлесе тата ертсе пынипе Чăваш чĕлхи эрни иртрĕ. Апрелĕн 21-мĕшĕнче иртнĕ "Анне пилленĕ тăван чĕлхе" интеллектуаллă вăйăра 5-9-мĕш классенче вĕренекенсем чăваш чĕлхине мĕнле пĕлнине кăтартрĕç. Вăйă пĕтĕмлетĕвĕпе саккăрмĕшсем пĕрремĕш пулчĕç. Пирĕн шкулта 1979 çултанпа "Çеçпĕл" литература хаçачĕ тухса тăрать. Чăваш чĕлхи эрнинче эпир Иван Яковлев кун-çулĕпе пултарулăхне çутатса паракан хаçат кăлартăмăр. Кунта Иван Яковлевич нумай енлĕ аталаннă çын _ педагог тата психолог, çыравçă тата критик, редактор тата издатель, куçаруçă тата кĕнеке саракан, фольклорист тата этнограф, историк тата искусствовед, общество деятелĕ тата философ, энциклопедист _ пулнине палăртрăмăр. Хаçатра тăван чĕлхен пĕлтерĕшне уçса паракан йĕркесене те вулама пулать. Кунтах 7-мĕш тата 9-мĕш класс ачисен сăввисем пичетленчĕç. Апрелĕн 22-мĕшĕнче 7-9-мĕш классенче вĕренекенсем малтан "Чăваш Улăпĕ" презентаци пăхрĕç, ун хыççăн 5-9-мĕш классем хушшинче "Тăван чĕлхе асамлăхĕ" грамматика вăййисем иртрĕç. Чи маттурри 5-мĕш класри Света Ванюшкина пулчĕ. Тепĕр кунне 6-7-мĕш классем хушшинче "Эсир чăваш чĕлхине пĕлетĕр-и?" викторина иртрĕ, унта 7-мĕш класри Марина Токшикова çĕнтерчĕ. "Асамлă уй" вăйăра вара Алиса Тимофеева палăрчĕ. Чăваш чĕлхи эрнин тăваттăмĕш кунĕнче шкул библиотекинче кĕнеке куравне йĕркелерĕмĕр. Уроксем хыççăн 7-9-мĕш классем хушшинче "Çăлтăрчăк" вăйă-конкурс иртрĕ. Пĕрешкел балл пухса пĕрремĕш вырăна 8-мĕш класри Дима Макаров, 9-мĕш класри Сергей Кокшейкинпа Коля Тимофеев йышăнчĕç. Апрелĕн 25-мĕшĕнче вĕренекенсем спортзала пухăнчĕç. Чи малтанах чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Светлана Яруткина "Тăван чĕлхемĕр _ иксĕлми ăс-тăн çăл куçĕ" темăпа доклад туса пачĕ, атте-анне чĕлхи хаклă пулнине палăртрĕ, чăваш чĕлхи халăх пуянлăхĕ, аваллăхĕ пулни çинче чарăнса тăчĕ. Унтан 7-мĕш класра вĕренекенсем "Тăван чĕлхе чуна çĕклет" литмонтаж лартса пачĕç, "Илемлĕ, илемлĕ..." чăваш юррипе савăнтарчĕç. Хăйсен аллипе ăсталанă тĕрлĕ инструментсемпе чăваш кĕвви кăларчĕç. Юлашкинчен В.Нагорова вĕрентекен кĕçĕн класс ачисем "Вăйăра" сюита лартса пачĕç. Çакна та палăртса хăварас килет _ концерта хутшăннă ачасем пурте чăваш çи-пуçĕпе пулчĕç. Çав кунах Марина Петрова тата Светлана Яруткина вĕрентекенсем "Пĕтĕм чăваш диктанчĕ" акцие хутшăнчĕç. Чăваш халăх çыравçи Марина Карягина хатĕрленĕ "Ху çĕклен те халăхна çĕкле" текст тăрăх диктант çырчĕç. Апрелĕн 26-мĕшĕнче тăван ен предметне вĕрентекен Марина Петрова 9-мĕш класра вĕренекенсемпе "Чăваш ен культурине пĕлетĕр-и?" вăйă-урок ирттерчĕ. Арçын ачасен "Уйăх" ушкăнĕ хĕр ачасен "Хĕвел" ушкăнне парăнтарчĕ. Саккăрмĕшсемпе Марина Анатольевна "Хĕрлĕ Чутай районĕн паллă çыннисем" презентаци тăрăх вăйă йĕркелерĕ. Кунта та арçын ачасен "Улăп" ушкăнĕ хĕр ачасен "Пикесем" ушкăнне çĕнтерчĕ. Чăваш чĕлхин эрни тухăçлă иртрĕ, ăна пĕтĕмлетсе çĕнтерỹçĕсене парнесемпе чысларăмăр.

С.ВЯЧЕСЛАВОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика