Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш тĕррисемпе апачĕсем илĕртнĕ

26 февраля 2014 г.

Пурне те пăлхантарнă Сочири XXII хĕллехи Олимп вăййисем те хыçа юлчĕç. Раççей тăван çĕр çинче иртнĕ Олимп вăййисенче медальсен шучĕпе пурне те хыçа хăварса çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçлипех çĕнсе илчĕ.

Сочире асра юлмалли мероприятисем питĕ нумай пулчĕç. Вĕсенчен пĕри – "Раççей регионĕсен экспозицийĕ". Ăна пирĕн çĕр-шывра нумай наци çынни пурăннине, тĕрлĕ регион пуянлăхĕпе капăрлăхне кăтартас тĕллевпе йĕркеленĕ. Курав Олимп паркĕнче иртнĕ, унта федерацин сакăр округĕ хутшăннă, çав шутрах – Атăлçи округĕ те.

Федерацин Атăлçи округĕн экспозицийĕ 560 тăваткал метр лаптăк йышăннă. Пысăк видеоэкранра регионти 14 субъект çинчен хатĕрленĕ промороликсене курма пулнă. Интерактивлă çул çÿрев Сарă ту, Пенза, Киров, Эрĕнпур, Самар, Ульяновск облаçĕсемпе, Пермь крайĕпе, Пушкăрт, Мари, Удмурт, Тутар, Мордва, Чăваш Республикисемпе тата Чулхулапа паллаштарнă.

Чăваш Республикин экспорт пулăшăвĕн центрĕн ертÿçи Александр Рыбаков пĕлтернĕ тăрăх, куравра чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе, культура пуянлăхĕпе, экономика отраслĕн аталанăвĕпе, спорт çитĕнĕвĕсемпе, регионăн инвестици тата туризм ресурсĕсемпе паллашма май пулнă. Çавăн пекех курса çÿрекенсем тăмран тунă чăваш пуканисене, тĕрĕллĕ сăмса тутрисене, республика сăнĕллĕ турилккесемпе асăнмалăх парнесене курма пултарнă. Республикăмăр экспозицийĕпе чăваш тумне тăхăннă икĕ хĕр ĕçленĕ. Вĕсем килен-каяна тăван халăх историйĕпе паллаштарнă, акăлчанла тата вырăсла çырнă визиткăсем панă, ачасене Шупашкара сăнланă магнитсем парнеленĕ, спортсменсемпе хăнасене тĕп хуламăрта çуллен иртекен экономика форумне тата Республика кунне йыхравланă. Александр Рыбаков пĕлтернĕ тăрăх, Америка усламçи Чăваш Ене килсе курассине пĕлтернĕ. Кураври пирĕн экспозици пирки Канада тата Корея телерадиокомпанийĕсен журналисчĕсем сюжетсем хатĕрленĕ. Америка, Германи, Украина тата ытти çĕр-шыв çыннисем Чăваш Ен культурипе уйрăмах кăсăкланнă. Хĕрарăмсене ытларах чăваш тĕррипе апат-çимĕç интереслентернĕ.

Регионсен экспозицийĕпе паллашакансем хушшинче Раççей Президенчĕ Владимир Путин тата Олимп комитечĕн ертÿçи Томас Бах та пулнине палăртмалла. Сочие кайнă ентешсем те, волонтерсем те Чăваш Ен экспозицийĕ умĕнче сăн ÿкерттермесĕр, унта ĕçлекенсене сывлăх сунмасăр иртмен.

Н.ПЕТРОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика