Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вулавăш ĕçченне – Хисеп грамоти

19 февраля 2014 г.

Вулавăш ĕçченне – Хисеп грамоти

Нумаях пулмасть районта Культура çулталăкне уçнине савăнăçлă лару-тăрура уявларĕç. Уяв каçĕнче пултаруллă культура ĕçченĕсене Чăваш Республикин Культура министерствин Хисеп грамотисемпе наградăларĕç.

Сумлă наградăна тивĕçнисенчен пĕри вăл – Хусанушкăнь ял тăрăхĕнчи Сĕнтĕкçырминчи библиотека заведующийĕ Елена Самсонова.

Елена Васильевна библиотека ĕçĕнче 1990 çултанпа тăрăшать, çак хушăра хăйне ырă енчен çеç кăтартнă. Вăл ертсе пынипе вулавăшра тăтăшах тĕрлĕ мероприятисемпе ыр кăмăллăх акцийĕсем иртеççĕ. Аслă пĕлÿллĕ библиотекарь пĕлĕвне ÿстерсех пырать, тĕрлĕ семинарсемпе професси ăсталăхĕн шкулĕсене хутшăнать. Хăйĕн тĕп тивĕçĕсене пурнăçланипе пĕрлех "Урпаш" фольклор ушкăнне те çÿрет. Ăста библиотекарь район шайĕнчи хисеп хучĕсене пĕрре кăна мар тивĕçнĕ, вăл – ĕç ветеранĕ.

А.КАРПОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика