19 февраля 2014 г.
Раççей Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2016 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 15-мĕшĕччен Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ иртет. Статистика кăтартăвĕсем 2016 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăхĕнче лару-тăру мĕнле пулнине палăртĕç.
Пĕрремĕш хут ял хуçалăх çыравĕ 2006 çулта пулчĕ. Экспертсен шухăшĕпе, çакăн пек çырав ирттерни аграри политикин тухăçлăхне ÿстерме пулăшать.
Çыравра ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен хуçисене, çакăн пек çĕрсене тара илекенсене, выльăх-чĕрлĕх тытакансене шута илĕç.
А.ТИМОФЕЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"