Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача садне – электрон черетпе

15 января 2014 г.

2014 çулхи январь уйăхĕнчен пуçласа Чăваш Республикинче ашшĕ-амăшĕ пепкине ача садне çÿретмешкĕн черете Интернет-сайт урлă тăма пултарать: sad.edu.cap.ru. Электрон черет тĕрлĕ енчен меллĕ. Ку çĕнĕлĕх ашшĕ-амăшне килтен тухмасăрах е ĕçре чухнех асăннă черете çырăнма, вăл епле куçса пынине патшалăх тата муниципалитет ыйтăвĕсене тивĕçтерекен пĕрлĕхлĕ порталта сăнаса тăма май парать. Черете тăнă чухне тÿрех пилĕк садике вырăн кĕтни пирки ыйту тăратма пулать. Шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсем пирки тулли информаци тăратни ашшĕ-амăшне хăйсене тивĕçтерекеннине (ăçта вырнаçнине тата мĕнлерех вĕренÿ программисемпе ĕçленине кура) тĕрĕс суйлама пулăшать. Электрон черете тăнă хыççăн ашшĕ-амăшĕ заявкăн харпăр хăйĕн кодне илет. Ун урлă черет еплерех куçнине сăнама пулать. Ачан шкулчченхи вĕренÿ учрежденине кайма черет çитнине вĕренÿ управленийĕн органĕсем электрон почтăпа е шăнкăравласа пĕлтерме тивĕç. Пĕр ача тĕлĕшпе пĕр заявка кăна тăратма юрать, анчах та пилĕк ача садĕнчен пĕрине суйлама май пур. Черет кашни ача сачĕ тĕлĕшпе пырать. Çак çĕнĕлĕх вăя кĕричченех черете тăрасси пирки заявлени çырнă ашшĕ-амăшĕн хăйĕн ачине Интернетра регистрацилемелле мар. Енчен те Интернет çук-тăк, ашшĕ-амăшĕ малтанхи пекех нумай функциллĕ центра е вĕренÿ пайне кайма пултарать. Райадминистрацин вĕренÿ пайĕн сайтĕнче сылтăм енче ятарлă «Электронная очередь в детские сады» баннер пур. Çĕнĕ çултан ашшĕ-амăшĕн пепки ача садне çÿренĕшĕн тÿлемелли хак та ÿсет. Шупашкарта, тĕслĕхрен, пĕр куншăн унчченхи 60 тенкĕ вырăнне халĕ 91 тенкĕ тÿлеççĕ. Çакă вĕренÿ çинчен калакан саккунпа килĕшÿллĕн пулса иртет. Ашшĕ-амăшĕ ача садике çÿренĕ кунсемшĕн çеç тÿлет. Компенсаци тÿлевĕ вара упранса юлать. Çак укçана кашни ашшĕ-амăшĕ тивĕçет: пĕрремĕш ачашăн – садикшĕн тÿлекен вăтам хакран 20 процент, иккĕмĕшшĕн – 50 процент, виççĕмĕш тата ун хыççăнхисемшĕн – 70 процент. Анчах та садике çÿрекен кашни ачан ашшĕ-амăшĕ те компенсаци илме документсем хатĕрлемест иккен. Сăлтавĕсем тĕрлĕрен, анчах та ытларах чухне аслисем кирлĕ хутсене пухасшăн мар. Çавна май çак ĕçе халĕ ансатлатнă.

Н.МИДАКОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика