Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пособисем тата тÿллевсем

16 января 2013 г.

• Январĕн 1-мĕшĕнчен Раççейри амăшĕн капиталĕ 5,5 процент хăпарнă: вăл 408 пин те 960 тенкĕ те 50 пуспа танлашать. Аса илтеретпĕр: 2007 çулта вăл 250 пин тенкĕ пулнă.

• Раççей Федерацийĕн Социаллă страхлав фончĕ тÿлекен пособи виçи инфляцие кура ÿсет. Çапла, çие юлнă хĕрарăмсем малтанхи сроксенчех учета тăрсан 490 тенкĕ те 79 пус пособи илĕç ( 2012 çулта ун виçи 465 тенкĕ те 20 пус пулнă). Организацие пĕтернипе ĕçсĕр юлнă çире пур хĕрарăмсем те 490 тенкĕ те 79 пуспа танлашакан пособие тивĕçеççĕ. Ача çуратсан пĕр хутчен паракан пособи виçи 13 пин те 87 тенкĕ те 61 пуспа танлашать (2012 çулта – 12 пин те 405 тенкĕ те 32 пус). Пĕрремĕш ача çулталăк çурă тултариччен уйăхсерен паракан чи пĕчĕк пособи виçи – 2 пин те 453 тенкĕ те 93 пус (2012 çулта – 2 пин те 326 тенкĕ); иккĕмĕш тата хыççăнхи ачасем çулталăк çурă тултариччен уйăхсерен паракан пособин чи пĕчĕк виçи – 4 пин те 907 тенкĕ те 85 пус (2012 çулта – 4 пин те 651 тенкĕ те 99 пус).

• Ача çулталăк çурă тултариччен ĕçе тухнă граждансене (ача амăшĕсене) вăтам ĕç укçин 40 процентне тÿлеççĕ. Анчах унăн сумми пĕрремĕш ачашăн 2 пин те 453 тенкĕ те 93 пусран кая пулмасть, иккĕмĕш е хыççăнхи тĕпренчĕксемшĕн ача амăшĕ 4 пин те 907 тенкĕ те 85 пус илсе пурăнĕ. Çуратакан хĕрарăмсен пособи виçи вăтам ĕç укçин 100 проценчĕпе танлашать.

• Вăхăтлăх ĕçлеме пултарайман пирки тÿлекен пособи виçи страхлав стажĕнчен те килет: 5 çулччен – вăтам ĕç укçин 60 процентне, 5-8 çул – 80 процентне, 8 çултан ытла-тăк 100 процентне илсе тăрĕç.

• Январĕн 1-мĕшĕнчен виççĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуратнăшăн та пособи илме май пулĕ. Çĕнĕ тÿлев тĕсĕ кĕртни демографи лару-тăрăвне лайăх енне улăштарассипе çыхăннă.

• Хальлĕхе асăннă пособие 50 регионта тÿлесе тăрĕç. Çак пулăшăва ача виçĕ çул тултаричченех парĕç. Унăн виçине пурăнмалăх мĕн кирлине (прожиточный минимум) шута илсе палăртаççĕ, ун сумми кашни регионта тĕрлĕрен. Раççейĕпе вăтамран 6000-7000 тенкĕпе танлашать.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика