Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паллă тавра пĕлÿçĕ

12 января 2013 г.

А.ЗАМУТКИНА.

Район историйĕнче ырă йĕр хăварнă паллă та сумлă çынсен ячĕсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри – Валериан Григорьевич Толстов-Атнарский, январĕн 13-мĕшĕнче вăл çуралнăранпа 100 çул çитет.

Валериан Григорьевич шăп та лăп пĕр ĕмĕр каялла, 1913 çулта, Шорово ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. 1921 çулта ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ашшĕн тăван ялне, Тихăнушкăне, пурăнма куçнă. Çичĕ çулхи ача ялти пуçламăш шкула пĕрремĕш класа кайнă, унтах унăн ашшĕ, Григорий Васильевич Толстов, учительте ĕçленĕ. Тăваттăмĕш класа вара Валериан Хурашаш шкулĕнче пĕтернĕ.

1926 çулта нумай ачаллă çемье кил хуçисĕр тăрса юлнă: ашшĕ туберкулез чирне пула çĕре кĕнĕ. Валериан ун чухне 13-ре пулнă. Çемьере унсăр пуçне виçĕ шăллĕ, икĕ йăмăкĕ тата амăшĕпе мамаккăшĕ пулнă. Сакăр çынтан тăракан çемьене пурăнма çăмăл пулман. Валериан çине асли пулнăран пĕтĕм йывăрлăх тиеннĕ. Анчах мал ĕмĕтлĕ çамрăк чăрмавсене пăхмасăр малалла вĕренме талпăннă, çав çулах Хĕрлĕ Чутайри сакăр çул вĕренмелли шкула пиллĕкмĕш класа çул тытнă. 17 çулхи çамрăк шкула ăнăçлă вĕçлесен Шупашкарти Николаев-Хури ячĕллĕ педагогика техникумне вĕренме кĕнĕ. Анчах унта 1931 çулта ял хуçалăх институтне йĕркелеме пуçланă. Çавна май ачасен, вăл шутра Валерианăн та, пуçламăш классен учителĕсен тулли курсне Çĕрпÿри педагогика техникумĕнчĕ вĕçлеме тивнĕ.

1933 çулхи майăн пĕрремĕшĕнчен вара Валериан Григорьевичăн педагогикăри ĕç-хĕлĕ пуçланнă. Малтанах çамрăк учитель икĕ çул хушши Çĕрпÿ хулинче интернатра 5-7 класс ачисене истори тата обществоведени предмечĕсене вĕрентнĕ. Кĕркунне вара хăйне тăван яла куçарма ыйтнă. Пултаруллă çамрăка райкомра асăрханă, вăрман хуçалăхне ĕç çыннисен комитечĕн инструкторне ĕçлеме янă. Кунта вăл Çĕмĕрле районĕ йĕркелениччен (1935 çулччен) ĕçленĕ. Унтан Çĕмĕрле районĕн вĕрентÿ пайĕн хушăвĕпе ăна каялла шкул ĕçне тавăрнă.

Валериан Толстовăн вĕрентÿ пайĕн хушăвĕпе нумай шкулта ĕçлесе курма тÿр килнĕ: Çĕмĕрлери В.Куйбышев ячĕллĕ тулли мар шкулта инструкторта, çак хулари комбинатăн аслисен шкулĕн заведующийĕнче, Чул хула облаçĕнчи Сергач районĕнче, Çĕмĕрле районĕнчи Анат Кăмаша шкулĕсенче географи вĕрентнĕ. Малаллах ăнтăлакан каччă çав хушăрах Хусанти В.Ленин ячĕпе хисепленекен университетра виçĕ çул вĕреннĕ. Анчах хастар чун-чĕреллĕ çамрăкăн вĕренсе пĕтереймесрех 1938 çулта фин вăрçине хутшăнма тивнĕ. Çулталăкран çапăçуран таврăннă, унтан каллех халăха вĕрентес ĕçĕ кÿленнĕ, Штанашри вăтам шкулта вăтам классенчи ачасене географипе биологи, аслă классене геологипе минералоги предмечĕсене вĕрентнĕ.

Кĕçех Аслă Аттелĕх вăрçи пуçланнă. Пĕтĕм халăх тăшмана хирĕç çĕкленнĕ вăхăтра вĕрентекен каллех мирлĕ ĕçрен уйрăлса тăван çĕре хÿтĕлеме тухса кайнă. Чăваш çынни Украина фронтне лекнĕ, Румыни, Венгри, Чехословаки, Польша çĕрĕсене ирĕке кăларассишшĕн хаяр çăпăçусенче кĕрешнĕ. Аслă Çĕнтерĕве Германире кĕтсе илнĕ. 1945 çулта I-III степеньлĕ Мухтав, I-II степеньлĕ Отечественнăй вăрçă орденĕсене, "Германие çĕнтернĕшĕн" тата ытти нумай медальсене тивĕçнĕ.

Вăрçă хыççăнхи çулсенче Валериан Григорьевич Мускаври педагогика институтĕнче куçăмсăр майпа вĕреннĕ. Çав хушăрах Штанаш шкулĕнче учительте вăй хунă. Каярахпа пысăк опытлă учитель Хăмаркка, унтан Березовка шкулĕсен директорĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. Çапла Валериан Григорьевич çур ĕмĕр ытла, тĕрĕссипе 60 çул, хăй пухнă пĕлĕве халăх хушшинче сарассишĕн, вĕсене çутта кăларассишĕн ырми-канми тăрăшнă. Педагогика уй-хирĕн çулне такăрлатнă хушăра 50 ытла тĕрлĕ шайри Хисеп хутне, Диплома, Тав çырăвне илнĕ, нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн "Ĕçре палăрнăшăн", "Ĕç ветеранĕ" тата ытти медальсене тивĕçнĕ.

Шкулсенче ĕçленĕ хушăрах Валериан Толстов обществăлла пурнăçра активлăх кăтартнă. 35 çул хушши КПСС райкомĕн штатра тăман лекторĕ тата пропагандисчĕ, 20 çул ытла учительсен пĕлĕвне ÿстеркен институтăн обществăлла методисчĕ, СССР Наукăсен Академийĕн Хусанти филиалĕн членĕ пулнă, наукăпа тĕпчев енĕпе пысăк ĕçсем пурнăçланă.

Сăмах май, Валериан Толстов 1959-1961 çулсенче журналиста вĕреннĕ. Пичетпе вара 1930 çултанпах çыхăну тытнă, статьясем, заметкăсем, очерксем çырнă, кĕнекесем кăларнă. СССР журналисчĕсен Союзĕн членĕ шутланнă.

1973 çулта вĕрентекен тивĕçлĕ канăва тухнă. 1977 çулта район комитечĕн парти бюровĕ Хĕрлĕ Чутай салин кивĕ центрĕнче малтан шкул пулнă çуртра халăх музейне уçма йышăннă. Район историйĕпе çыхăннă материалсене, ĕлĕк-авалхи тата хальхи экспонатсене пухма учитель-краеведа Валериан Толстов-Атнарские хушнă. Тавра пĕлÿçĕ вунă çул ытла Хĕрлĕ Чутай салинчи халăх музейне йĕркелесе, çулран çул унăн фондне пуянлатса пынă. Музей ĕçне аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнă.

Хальхи вăхăтра «Çын тата çут çанталăк» музейра Валериан Григорьевич ячĕпе хисепленекен ятарлă пÿлĕм пур. Унта музея пуçараканăн пултарулăх еткерĕ упранать.

Ĕçне кура – хисепĕ. Валериан Григорьевича "Халăха вĕренес ĕç отличникĕ" паллă (1965 çул), "Крал – Хлмец хулин хисеплĕ гражданинĕ" (Чехословаки, 1969 çул), "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ" (1987 çул), 1997 çулта "Хĕрлĕ Чутай районĕн хисеплĕ гражданинĕ" хисеплĕ ятсем парса чысланă. Пархатарлă ĕçре нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн районăн чылай Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ вăл. 1994 çулта паллă педагог, тавра пĕлÿçĕ Валериан Григорьевич ĕмĕрлĕхех çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.

Çулсем иртеççĕ пулин те унăн ячĕ манăçмасть, ĕмĕрлĕхех район историйĕнче упранать.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика