Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккун хÿттинче

12 января 2013 г.

Э.Г.ТЕКЛЕВ, район прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ.

Прокуратура историйĕ Раççейри патшалăх тата обществăлла институтсен мĕн пур тытăмĕн аталанăвне кăтартуллăн çутатать. 290 ытла çул хушшинче çитĕнÿсемпе çухатусене тÿссе паян прокуратура хăй умне лартнă задачăсене ăнăçлă пурнăçлать – саккуна пăсасран асăрхаса тăрать.

Район прокуратури пĕлтĕр ытларах социаллă хÿтлĕхсĕр категориллĕ граждансен прависемпе саккунлă интересĕсене хÿтĕлес ыйтăва уйрăм тимлĕх уйăрчĕ. Пирĕн ăнăçлă опыт – ветерансене кил-çуртпа тивĕçтерес, инвалидсен правине хÿтĕлес ĕçре ирттернĕ мероприятисем.

Пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес ыйту çаплипех çивĕч тăрать, çавăнпа та ку тытăма эпир асăрхасах тăратпăр.

Граждансене ĕç укçин парăмне парса татассине те куçран вĕçертместпĕр. Акă, 2012 çулта ку тĕлĕшпе суда 130 заявлени ярса патăмăр, ĕçченсене 1255 пин тенкĕ тавăрса пама пултартăмăр. Ĕçлекенсен прависене пăсакансене явап тыттартăмăр.

Çавăн пекех çут çанталăка сыхлас, çĕр, налук, бюджет саккунĕсене пăхăннине, сывлăх сыхлавĕн ыйтăвĕсене, наци проекчĕсене пурнăçа кĕртессине, предпринимательсен прависене хÿтĕлессине тата ытти ĕç-хĕле пысăк тимлĕх уйăртăмăр.

Палăртмалла, çакна эпир шутпа мар, хамăр пултарулăхпа пурнăçларăмăр. Район прокуратуринче тăватă оперативлă сотрудник, пĕр специалист тата икĕ техника ĕçченĕ кăна тăрăшать пулин те ĕçе пĕлсе, тĕрĕс йĕркелесе пынăран мĕн палăртнине пурнăçласа пыратпăр.

Коллектив ĕçне хакласа район прокуратурин пур ĕçченне те – прокурор çумне С.И.Данилова, прокурор пулăшуçисене Е.А.Тимофеева тата А.В. Кручининана, Л.Е.Самышкина специалиста, Л.Н.Матюшкин водителе тата Р.С.Мидейкина тирпейлÿçĕне – професси уявĕ ячĕпе саламлатăп, çирĕп сывлăх тата ĕçре çĕнĕ çитĕнÿсем сунатăп. Çавăн пекех район прокуратурин ветеранĕсене – В.И.Ярайкинпа Р.М.Почейкинана – уяв ячĕпе саламланă май çирĕп сывлăх, ăнăçу тата телей сунатăп.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика