Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туйсем кĕрленĕ, ачасем çуралнă

12 января 2013 г.

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем 2012 çулта гражданла лару-тăрăвăн 688 актне регистрациленĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ - ачасем çурални çинчен калаканнисем. Пĕлтĕр районта пурĕ 180 пепке – 95 хĕр ача тата 85 арçын ача – çуралнине шута илнĕ, 2011 çулхипе танлаштарсан 32 ача нумайрах. Кун çути курнисенчен 69-шĕ çемьере пĕрремĕш ачасем, 70-шĕ – иккĕмĕшсем, 28-шĕ – виççĕмĕшсем, саккăрăшĕ – тăваттăмĕшсем, виççĕшĕ – пиллĕкĕмĕшсем, пĕри – улттăмĕш ача.

Пĕлтĕр районта 85 мăшăршăн Мендельсон маршĕ янăранă, 2011 çулта вара çемье çавăрма кăмăллакансем ытларах пулнă – 101 мăшăр. Паллах, туй – асран тухми пулăм, анчах та чи пĕлтерĕшли – пĕр-пĕрне юратма тупа туса пĕрлешекенсем çемье вучахĕн ăшшине упрама пĕлни. Шел те, пĕлтĕр районта 41 çемье арканнă (2011 çулта – 33).

Туйсем кĕрлени, ачасем çурални паллах, савăнтарать. Анчах та çут çанталăк саккунĕ çапларах – чылайăшĕ пирĕнтен уйрăлса каять. Пĕлтĕр районта 351 çын вилнине шута илнĕ, 2011 çулхипе танлаштарсан – 79 çын сахалтарах.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика