30 декабря 2013 г.
Общественность шучĕпе республикăра 2013 çулта пулса иртнĕ чи пĕлтерĕшлĕ пулăмсен рейтингĕпе паллаштаратпăр.
1 вырăнта
Республика кунĕпе çыхăннă мероприятисем. Июнĕн 20-21-мĕшĕсенче VI Шупашкарти экономика форумĕн ĕçне Раççей Федерацийĕн 27 субъекчĕн, сакăр ют çĕр-шыв патшалăхĕн представителĕсем, пĕтĕмпе пин çын ытла хутшăннă.
Форум вăхăтĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕ "Ĕçлĕ Раççей" Пĕтĕм Раççейри обществăлла организаципе пĕрле промышленность территорийĕсене хута ярас тата халăха ĕçпе тивĕçтерес тĕллевпе инвестпроектсене пурнăçа кĕртес енĕпе килĕшÿ тунă. Çавăн пекех "Экологи аталанăвĕн технологийĕсем" технологи платформипе, ача сачĕсем тумашкăн Пĕтĕм тĕнчери финанс корпорацийĕпе, Шупашкар ГЭС-не тума "РусГидро" УАО-па, "Лукойл-Волганефтепродукт" ТЯО-па, Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамĕнчи микрорайона хăпартма кредит памашкăн Перекет Банкĕпе, "СУОР" ушкăнпа килĕшÿсем тунă.
Июнĕн 21-23-мĕшĕсенче Регионсем хушшинчи курава çĕр-шыври 13 субъектран 228 организаци пухăннă, унта 60 пин ытла çын çитсе курнă.
Паллă пулăмсен йышне Пĕтĕм тĕнчери фейерверксен тата "Раççей çăл куçĕсем" халăх пултарулăх фестивалĕсем те кĕнĕ.
Июнĕн 21-мĕшĕнчех Красноармейски салинче "Кетра" строительство керамикин завочĕ ĕçлеме пуçланă.
Етĕрнере талăкра 500 тонна таран сĕт туса кăларакан завод хута кайнă.
Шупашкарти Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ – пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Унта çĕр-шыври нумай-нумай облаçпе хулари, кÿршĕллĕ республикăсенчи фольклор ансамблĕсем пухăннă.
2 вырăнта
"Ирхи зарядка çăлтăрпа пĕрле". Августăн 18-мĕшĕнче Хула кунне халалланă мероприятие çăлтăрпа пĕрле зарядка тăвассине 28 пин ытла хула çынни тата хăнасем хутшăннă. Массăллă зарядка Гиннес рекордне лартнă.
3 вырăнта
Чăваш Республики спорт енĕпе чи лайăх регион ятне тивĕçни. Декабрĕн 18-мĕшĕнче Мускавра физкультурăпа спорт енĕпе наци премине тивĕçессипе савăнăçлă церемони пулнă. "Раççей регионĕсем" чи йывăр номинацире çĕр-шыври 82 субъект тупăшнă. Çĕнтерÿçĕ Кубокне Чăваш Ен çĕнсе илнĕ.
4 вырăнта
Чăваш Ен çар учетне йĕркелессипе пĕрремĕш тухни. Раççей Федерацийĕн мĕн пур субъекчĕ хушшинче Раççей Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен çар управленийĕн органĕсен çар учетне йĕркелессипе ирттернĕ смотр-конкурсра Чăваш Ен пĕрремĕш вырăн йышăннă.
5 вырăнта
Чăваш Республикин команди Пĕтĕм Раççейри çамрăксен спорт туризмĕн фестивалĕн çĕнтерÿçи пулса тăни. Октябрĕн 1-6-мĕшĕсенче иртнĕ спорт туризмĕн фестивалĕн пур дистанцийĕсенче те Чăваш Ен команди пĕрремĕш пулнă.
6 вырăнта
Октябрĕн 26-мĕшĕнче пулнă Чăваш наци конгресĕн съезчĕ. Отчетпа суйлав съездне Раççей Федерацийĕн 26 субъектĕнчен делегатсем тата хаклă хăнасем хутшăннă. Вĕсем Чăваш наци конгресĕн управленийĕпе тĕрĕслев органĕсен çĕнĕ йышне çитес тăватă çуллăха суйланă. ЧНК президенчĕ пулма ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне Николай Угаслова шаннă.
Источник: "Пирěн пурнăç"