Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Президент амнистийĕ вăя кĕчĕ

30 декабря 2013 г.

2013 çулхи декабрĕн 18-мĕшĕнчен РФ Патшалăх Думин "Раççей Федерацийĕн Конституцине йышăннăранпа 20 çул çитнĕ май амнисти пирки пĕлтересси çинчен" 3500-6 номерлĕ хушăвĕ вăя кĕчĕ.

Президент амнистийĕ 25 пин ытла çынна пырса тивет. Документпа килĕшÿллĕн саккун кăларакансем чи малтанах уголовлă яваплăхран тата тĕрмере ларассинчен халăхăн социаллă хÿтлĕхсĕр категорине кĕрекен тата çĕр-шывшăн тава тивĕçлĕ ĕçсем тунă граждансене хăтараççĕ. Сăмах пĕрремĕш хут суд тенкелĕ çине ларнисем, пилĕк çул таран ирĕксĕр юлнисем пирки пырать. Амнистипе çул çитмен çамрăксем, ачаллă е ача кĕтекен, 55 çултан аслă хĕрарăмсем, 60 çултан аслă арçынсем, I тата II ушкăн инваличĕсем, Чернобыльти аварие сирнĕ çĕре хутшăннисем, çар çыннисем, РФ шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсем, çĕр-шыва хÿтĕлес тĕлĕшпе хĕрÿ çапăçусене хутшăннисем, уголовлă пурнăçлав тытăмĕн учрежденийĕсемпе органĕсен сотрудникĕсем усă курма пултараççĕ.

Унсăр пуçне депутатсем çÿлерех асăннă хушăвĕпе çыхăнтарса тепĕр документ йышăннă – Патшалăх Думин амнистийĕ çинчен калакан хушупа усă курмалли йĕрке çинчен. Унпа тÿрлетÿ учрежденийĕсене, следстви изоляторĕсене, дознанипе малтанхи следстви органĕсене, судсене, уголовлă пурнăçлав инспекцийĕсене тата суд приставĕсене усă курма сĕнеççĕ. Документпа усă курасси кашни çын тĕлĕшпе уйрăммăн пурнăçланмалла. Дознани, следстви органĕсен тата уголовлă пурнăçлав инспекцийĕсен йышăнăвĕсене прокурор çирĕплетет.

Д.ФРОЛОВ, Етĕрнери район сучĕн судья пулăшуçи.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика