18 декабря 2013 г.
Республикăн тĕп хули Олимп çулăмĕн эстафетине кĕтсе илме хатĕрленет. Декабрĕн 27-мĕшĕнче Хĕллехи Олимп вăййисен символĕ кăнтăрла Шупашкарти чукун çул вокзалĕнчен тухĕ те ăна 163 çын Ленин проспекчĕ, Николаев, Калинин, Текстильщиксен урамĕсем, Çĕнтерÿ паркĕ, И.Франко урамĕ, Хусан çыранĕн урамĕ, Юхан шыв порчĕ, Юхан шыв ĕçченĕсен лапамĕ, К.Иванов урамĕ, Мускав, М.Горький проспекчĕсем, Университет, Павлов мичман, Гузовской урамĕсем тăрăх йăтса утĕ.
Шупашкар хулин администраци пуçлăхĕ Алексей Ладыков çак маршрута хăй тĕрĕсленĕ, пĕлтерĕшлĕ мероприятие хатĕрленнĕ май хăрушсăрлăх, транспорт, тирпей-илем ыйтăвĕсене пысăк тимлĕх уйăрмаллине палăртнă.
Олимп çулăмĕн эстафети пынă вăхăтра асăннă урамсенче транспорт çÿремĕ. Палăртмалла, декабрĕн 27-мĕшĕнче шупашкарсем ĕçлемĕç, шкула та каймĕç. Çак кун валли йышăннă пур правилăсене те пăхăнасси çынсенчен килет паллах. Водительсене те çак кун харпăр хăй автомобилĕсемпе çула тухма тăхтаса тăма ыйтаççĕ.
Çав кунах 17 сехет те 30 минутра Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра уяв пуçланать, унта трактор-шоу курма пулĕ тата Çĕнĕ çулăн тĕп чăрăшне уçĕç. Çамрăксем Хĕл мучипе зарядка тăвĕç, унтан "Олимпийский" стадионта Олимп çулăмĕн хулари вутне çутĕç, çакна пирĕн ентеш, 1972 çулхи Олимп чемпионĕ Владимир Воронков пурнăçлĕ.
Палăртмалла, декабрĕн 27-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи хăрушсăрлăха виçĕ пине яхăн полици тата çар ĕçченĕ тивĕçтерĕ, çул-йĕр хăрушсăрлăх службин ĕçченĕсем те сыхă тăрĕç.
А.КАРПОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"