Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 72 граждана йышăннă

16 декабря 2013 г.

Раççей Президенчĕн Указне пурнăçласа районта декабрĕн 12-мĕшĕнче 12 сехетрен пуçласа 20 сехетчен граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă. Район администрацийĕнче ку енĕпе райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ – вĕренÿ пайĕн начальникĕ Алексей Порфирьев, райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ – ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ Владимир Храмов, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пай начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Елена Васюкова тимленĕ, вĕсем пурĕ 15 çынна йышăннă. Ыйтусемпе пынă граждансем пурте хурав илнĕ, хăшĕсене видео-конференци мелĕпе министерствăсемпе те çыхăнтарнă.

Ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче пурĕ 57 çынна йышăннă, районĕпе илсен пурĕ 72 çын ыйтăвне хуравланă.

А.ТИМОФЕЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика