16 декабря 2013 г.
Хаçатçăсемшĕн çырăнтару тапхăрĕ яланах яваплă пулнă. Халĕ те çаплах. Район хаçатне çырăнтарас ĕç кирлĕ шайра пырасси вырăнти почтальонсенчен килнине аван пĕлетпĕр. Районти çыхăну уйрăмĕсенче ырă кăмăллă та тарават çынсем ĕçленĕрен хаçат тиражĕ чакманни савăнтарать пире. Хăйĕн ĕçне чунтан парăннă çакăн пек почта ĕçченĕ шутне З.Н.Семенована кĕртмелле.
Хусанушкăнь ялĕнче пурăнакан Зоя Николаевна Семенова почта тытăмĕнче 21 çул ĕçлет ĕнтĕ. Тивĕçлĕ канăва тухиччен унăн çулталăк çурă кăна юлнă. Вăл Сĕнтĕкçырмипе Хусанушкăнь ялĕсенче пурăнакан çынсене куллен килĕрен-киле çÿресе хаçат-журнал валеçет. Çакă кăна-и? Вăлах ырă хыпарлă çырусене, пенси укçине хăйĕн участокне кĕрекен çынсем патне вăхăтра çитерет, куллен кирлĕ тĕрлĕ таварпа та тивĕçтерет. Çапла, халĕ почта ĕçченĕн сумккинче хаçат-журналсăр пуçне канфет-печени те, кĕпе-йĕм çумалли супăнĕпе порошокĕ те... сахал мар. Çăмăлах мар тиеве йăтса çÿреме тивет унăн.
Иртнĕ çул çак тапхăрта Зоя Николаевна "Пирĕн пурнăç" хаçата 114 экземпляр çырăнтарнă. Ку хисепе вăл яланах тытса пыма тăрăшнă. Кăçал та паянхи куна вăл 100 яхăн çынна район тĕкĕрне çырăнтарса ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Эппин "Пирĕн пурнăçăн" черетлĕ кăларăмне чăтăмсăррăн кĕтме хăнăхнă Сĕнтĕкçырмипе Хусанушкăнь ял çыннисем 2014 çулхи пĕрремĕш çур çулта та чун апачĕсĕр юлмĕç, район хыпарĕсемпе те вăхăтра паллашса тăрĕç.
Н.МИДАКОВА.