11 декабря 2013 г.
Çĕнĕ çул уявĕсем çывхарса килеççĕ. Пурин те çак уявсене илемлĕ, капăр, асра юлмалла ирттерес килет. Фейерверксене, петардăсене тата ытти пиротехника изделийĕсене халĕ çăмăллăнах туянма пулать. Анчах çак çутăсене туянакансем хăйсен аллинче хăрушлăх кăларса тăратакан, аркатакан пысăк вăй пулнине манаççĕ.
Пиротехникăна пасарта мар, ятарлă лавккасенче туянма сĕнес килет. Иккĕленÿ çуратакан хатĕрсене туянмасан татах та аванрах. Тавар туяннă чух сутуçăран пиротехникăн тулли инструкцине ыйтăр. Енчен те сирĕн кун пек япаласемпе усă курас опыт сахал пулсан, ансатраххине туянăр. Фейерверксене ăшă паракан хатĕрсенчен аяккарах, типĕ, ачасем çитеймен вырăнсенче упрăр. Çĕнĕ çул салютне кăларса ярас ĕç питĕ яваплă, çавăнпа ăна тума сăпайлă, урă çынна шанăр.
Салют ямалли вырăна малтанах суйламалла. Вăл тÿрĕ, йывăçсем, электричество пралукĕсем тата ытти чăрмавсем çук вырăнта пулмалла. Çывăхра типĕ çулçăсем, ытти çунма пултаракан япаласем ан выртчăр. Çутăсем ямалли вырăн кил-çуртран 50 метр аяккарах пулма тивĕç. Анчах та, нумай чухне, вĕсене балкон çинченех кăларса яраççĕ. Тепĕр чухне ракетăсем чÿречерен вĕçсе кĕнипе пушар тухни те пулкалать. Е кантăкран, балконран пăхса тăракан çынсем те инкеке лекеççĕ.
Пиротехника хатĕрĕсене вĕçтермелли вырăн куракансенчен 15-20 метр аякра вырнаçмалла, çыннисен çил вĕрнĕ енче тăмалла. Вăйлă çилсенче хушă тата ытларах пулмалла.
Ракетăсене алăран кăларса яма юрамасть, вĕсене тÿрĕ е 10-15 градус чухлĕ тайăлтарса лартмалла. Ракетăсем йывăç стабилизаторпа пĕрле сывлăша вĕçсе хăпараççĕ, ăна час-часах çĕре чавса лартса йăнăш тăваççĕ, скотчпа явалаççĕ тата ытти те. Ун пек стабилизаторлă ракетăсене пăрăха е бутылкăна ирĕклĕ хываççĕ, унтан хăйăва чĕртсе яраççĕ. Чылай ракетăна пăкăлаççĕ, кăларса яриччен ăна уçас пулать.
Хăйăва чĕртсе яриччен çунакан япаласем хăш тĕлтен вирхĕнсе тухнине пĕлес пулать. Фейерверка нихăçан та куракансем патнелле ан тытăр. Вĕçтерсе янă чух пироиздели çаврăнса ÿкесрен, çĕр çине тайăласран асăрхăр. Нумайăшĕ вĕсенчен сиккелесе е çаврăнса илме пултарать.
Енчен те ракета вĕçсе тухмарĕ е сирпĕнмесĕрех ÿкрĕ пулсан, ун патне ан чупăр. Мĕн сăлтав пулнине пĕлес тесе алла илме, ăш чиккине пăхма ан васкăр. Пиротехникăпа усă курнă хыççăн çунса пĕтекен пайсене лайăх сÿнтерме ан манăр.
А.ЯРАБАЕВ, асăрхав ĕç-хĕлĕн пайĕн аслă инспекторĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"