09 декабря 2013 г.
2006 çултанпа пирĕн районта "Иксĕлми Чутай çăл куçĕсем" фольклор фестивалĕ иртет. Çак мероприятие чăвашсен авалхи йăли-йĕркине манăçа кăларас мар, наци культурине аталантарас, ăруран ăрăва куçарса пырас тĕллевпе йĕркелеççĕ.
Кăçал фестивале декабрĕн 12-мĕшĕнче ирттерме йышăннă. Унта чăваш халăхĕн тумне тăхăннă, вунă çынтан кая мар тăракан фольклор ушкăнĕсем хутшăнма пултараççĕ. Паллах, вĕсен халăхăн хăйне евĕр юрри-кĕввине, ташшине кăтартса памалла.
А.ДМИТРИЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"