Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малтанхи пăр хăрушă та ултавлă

27 ноября 2013 г.

Хĕл кунĕсем çывхарнă май пĕвесем, кÿлĕсем, плотинăсем пăрпа витĕнме пуçларĕç. Анчах та вăл çирĕпех мар, çын пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратать. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн ачисене пăр çине кĕресрен асăрхамалла.

Пирĕн район территорийĕнче пĕвесем, кÿлĕсем, плотинăсем чылай. Вĕсенчи пăр хулăнăшĕ те пĕр пек мар. Çавăнпа та асра тытмалла: пĕр çынна 7 сантиметртан кая мар хулăнăш пăр тÿсет. Каток-мĕн тăвас тесен унăн хулăнăшĕ 12 сантиметр е ытларах пулмалла. Пăр хулăнăшĕ 15 сантиметртан ытларах пулсан кăна ун тăрăх çуран каçса çÿреме юрать. 30 сантиметр хулăнăшлĕ пăр çине автомашинăпа кĕмелле мар. Шыв температури 2 градус сивĕ пулсан çын унта 5-8 минут кăна тытăнса тăма пултарать.

Малалла хăш-пĕр правилăсемпе паллаштарасшăн, вĕсене пĕлни никамшăн та ытлашши пулмĕ.

Хăвăр сивĕ шыва кĕрсе ÿкрĕр пулсан çак сĕнÿсемпе усă курăр:

- Хăраса ан ÿкĕр, хăвăрт ан хусканăр, лăпкăн сывлăр.

- Алăсене айккинелле сарса пăрахăр, пăр катăкĕнчен çакланма тăрăшăр.

- «Путатăп» тесе пулăшу чĕнĕр.

- Асăрханса пăр хĕрри çине кăкăрпа выртма, çавăн пекех малтан пĕр урине, унтан теприне пăр çине ывăтма тăрăшăр.

- Пăр чăтрĕ пулсан енчен енне çаврăнкаласа майĕпен çыран хĕрнелле упаленĕр. Ăçтан утса килнĕ, çав еннелле шăвăр, мĕншĕн тесен унти пăр çирĕплĕхĕ тĕрĕсленнĕ.

- Утма ан чарăнăр, çывăхри çурт патне кайăр. Ăшă пÿлĕмре çеç канма, çи-пуçа типĕтме пулать.

Мĕн пĕлмелле:

- Сенкер кăвак тĕслĕ пăр – чи çирĕппи.

- Шурă тĕсли – унăн çирĕплĕхĕ çутă кăваккинчен икĕ хут сахалрах.

- Сарă тĕс сĕмĕсем пур пулсан – кун пек пăр çирĕп мар.

Çын инкеке лексен мĕн тумалла:

- Енчен те сирĕн куç умĕнче çын пăр айне анса кайсан тăхтаса тăмасăр ăна пулăшма пыни пирки кăшкăрса пĕлтерĕр. Çакă ăна лăплантарĕ, вăй парĕ. Ун çывăхнелле упаленсе пыма кăна юрать, унсăрăн иксĕр те шывра пулатăр. Хăвăр айăра мĕн те пулин, тĕслĕхрен, йĕлтĕр е патак, хурăр – тĕреклĕх лаптăкĕ пысăклантăр.

- Путакана кантра, пиçиххи, çавăн пекех çунашка, йĕлтĕр е вăрăмрах япала 3-4 метртан ывăтса памалла. Пăр хĕррине пыма юрамасть. Çынна хăвăрт пулăшу памалла. Инкек тÿснĕ çын пăрлă шывра хăвăрт шăнать, йĕпеннĕ çи-пуç ăна аяла туртать. Организм вакăра 10-15 минут пулнă хыççăн хытă сивĕнет. Çынна ăшăтмалли чи лайăх меслет – ун çинчи йĕпе тумтире хывмалла, ăна пăрмалла та тăхăнмалла, кун хыççăн вĕри шĕвек ĕçмелле. Алкоголь пама юрамасть, мĕншĕн тесен вăл юн тымарĕсене сарăлма май парать, кĕлетке температури те чакса пырать. Енчен те полиэтилен пленка пур-тăк, унпа çынна чăптамалла, "парник эффекчĕ" пулать. Хăвăртрах ăшăрах пÿлĕме çитме тăрăшăр.

Хисеплĕ район çыннисем, хĕллехи кунсенче пăр çине кĕме ан васкăр, ачăрсене те асăрхануллăрах пулма калăр. Инкек-синкек ăнсăртран сиксе тухрĕ пулсан 01, 112 номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерĕр е "васкавлă пулăшу" чĕнĕр.

В.ЖИГАНОВ, райадминистрацин социаллă программăсен пайĕн начальникĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика