Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккунсăр миграцишĕн – явап

27 ноября 2013 г.

1996 çулхи августăн 15-мĕшĕнчи 114 " "Раççей Федерацине кĕмелли тата унтан тухмалли йĕркесем пирки" федераллă саккунăн 25.10 статйипе килĕшÿллĕн Раççей территорине çирĕплетнĕ йĕркесене пăсса кĕнĕ е унта пулма ирĕк паракан документсăр ют çĕр-шыв гражданĕсем е гражданлăхсăр çынсем Раççей Федерацийĕн территорийĕнче саккунсăр пурăнни шутланать. Кирлĕ документсене çухатнă, анчах та кун пирки ятарлă органсене заявлени çырса пĕлтермен, çавăн пекех пурăнма ирĕк панă вăхăт пĕтсен те Раççей территорийĕнчен тухса каяссинчен пăрăнакан граждансем те çÿлерех асăннă саккуна пăсаççĕ. Саккунлă пултăр тесен ют çĕр-шыв гражданĕсен е гражданлăхсăр çынсен РФ территоринче вăхăтлăх пурăнма ирĕк паракан, срокран тухман документ, виза, саккунпа е халăхсем хушшинчи килĕшÿпе пăхса хунă ытти документ пулмалла.

Хамăр çĕр-шывăн патшалăх чиккин хÿтĕлевне вăйлатас тата ют çĕр-шыв гражданĕсемпе гражданлăхсăр çынсем саккунлă пурăннин режимне тивĕçтерес тĕллевпе 2004 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнчи 187 " федераллă саккунпа РФ Уголовнăй Кодексне 322.1 статья кĕртнĕ. Унпа килĕшÿллĕн саккунсăр миграцие йĕркеленĕшĕн яваплăх кĕтет.

Асăннă ĕçсенчен (Раççей Федерацине ют çĕр-шыв гражданĕсене е гражданлăхсăр çынсене саккунсăр кĕртессине йĕркеленĕ, вĕсене саккунсăр пурăнтарнă е транзит майпа РФ территорийĕ тăрăх иртсе каяссине йĕркеленĕ) пĕрине те пулин пурнăçланă 16 çул тултарнă гражданина уголовнăй яваплăх тыттараççĕ. Суд кун пек чухне 300 пин тенкĕ таран штраф пама е 420 сехет таран ĕçлемелле тума, е икĕ çуллăх юсанмалли ĕçсене хутшăнтарма, е виçĕ çуллăх ирĕксĕрлесе ĕçлеттерсе пĕр çуллăх ирĕксĕр хăварма пултарать.

А.ПЕРЕПЕЛКИН, район прокурорĕн пулăшуçи.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика