Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш апат-çимĕçĕ пирки – Пĕрремĕш каналпа

18 ноября 2013 г.

Чăваш Республикин Раççей Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх – ноябрь уйăхĕн 30-мĕшĕнче Пĕрремĕш канал Елена Малышевăн «Жить здорово!» кăларăмĕ валли «Наци кухнипе апат-çимĕçĕ» сюжет ÿкерме палăртнă. Ÿкерÿ «Останкинăра» 10 сехетре (малтанласа йышăннă тăрăх) иртĕ.

Кăларăм вăхăтĕнче унта хутшăнакансем чăвашсен чи анлă сарăлнă виçĕ çимĕçне мĕнле хатĕрленине кăтартĕç, вĕсен рецепчĕпе паллаштарĕç, ку блюдăсен калорилĕхĕ, хими тытăмĕ тата усăллă енĕсем пирки каласа парĕç. Çапла вара куракансем шÿрпе, шăрттан тата хуплу мĕн иккенне пĕлĕç. Çак ÿкерĕве ентешсене – 30-35 çынна – хутшăнма чĕнеççĕ, вĕсен чăваш наци тумĕпе пулмалла. Курав сĕтелне илемлетмешкĕн, чăвашсен нумай енлĕ культурине кăтартмашкăн хăйсемпе пĕрле чăваш тĕрриллĕ салфеткăсемпе сувенирсем, наци тумĕллĕ пуканесем тата, паллах, килте пĕçернĕ кукăль, тутлă ытти çимĕç илсе пымалла.

Хальхи вăхăтра программăна хутшăнас текенсен списокне хатĕрлеççĕ. Кăмăл пуррисене çакăн пирки ivm–4232390@mail.ru электрон почтипе е 8-926-591-52-24 телефонпа пĕлтерме ыйтаççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика