Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр черкке эрехшĕн – 100-200 пин тенкĕ?

13 ноября 2013 г.

Патшалăх Думине тăратнă саккун проектĕнче (ăна çитес вăхăтрах пăхса тухĕç) иккĕмĕш хут руль умĕнче ÿсĕрле тытнисене 100-200 пин тенкĕлĕх штрафласси, 480 сехете яхăн ĕçлеттересси, икĕ çуллăха ирĕксĕр тата виçĕ çуллăха водитель удостоверенийĕсĕр хăварасси пирки сăмах пырать.

Ÿсĕр водительсене хирĕç

Асăннă саккун проектĕнче Уголовлă кодекса та хушса çырнисем пур. Енчен те ÿсĕр водитель айăпĕпе пулнă аварире пĕр çын пурнăçĕ татăлсан, ăна икĕ çултан пуçласа çичĕ çулччен хупма пултарĕç, иккĕ е ытларах çын вилсен – тăватă çултан пуçласа тăхăр çулччен. Саккуна йышăнсан, айăплă водительсем хальхи вăхăтри пек условнăй срокпа çăлăнса юлаймĕç.

Хальхи вăхăтра аварире вилнĕ çын тăванĕсем айăплă водительпе "мирлешме", çакăншăн унран укçа илме пултараççĕ. Çĕнĕ саккун проекчĕ пурнăçа кĕрсен, икĕ енĕн "мирлешме" май пулмĕ.

Енчен те авари хыççăн водитель хăй урă е ÿсĕр пулнине çирĕплетекен медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма килĕшмесен, вăл авари вăхăтĕнче ÿсĕр пулнă тесе йышăнĕç.

Çавăн пекех саккун проектĕнче çул-йĕр хăрушсăрлăх службин патшалăх инспекцийĕн (ÇХСПИ) ĕçченĕсене автомобиль номерĕсене кăларса илме чарасси пирки те сăмах пырать. Ун вырăнне нормăна пăхăнмасăр тонировка тутарнăшăн, ОСАГО полисĕсĕр тата техосмотрсăр çÿренĕшĕн, спецсигналсемпе саккунсăр усă курнăшăн штрафсем ÿсĕç...

2014 çулта руль умĕнче сотовăй телефонпа смс çырса пынăшăн та штраф тÿлемелле тăвасшăн. Аса илтеретпĕр, хальхи вăхăтра руль умĕнче сотовăй телефонпа алăпа тытмасăр усă курма пулăшакан ятарлă хатĕрсемсĕр калаçнăшăн 1,5 пин тенкĕлĕх штрафлаççĕ.

Çул çинче 720 миллион тенкĕ хăварнă

2013 çулăн иккĕмĕш çур çулĕнче водительсем тÿлекен штрафсен пĕтĕмĕшле сумми çĕр-шывра 720 миллион тенке çитнĕ. Судсен статистики тăрăх, ытларах правилăна пăсса хирĕçле çул çине тухса каякансем тата номерсĕр çÿрекенсем штраф тÿлеççĕ. Вĕсем хыççăн – пĕр енлĕ çул çине тухакансем, хăвăртлăха ÿстерекенсем. Çул-йĕр правилисене пăснăшăн уголовлă явап тытнă граждансен хисепĕ çулталăк хушшинче 10 процент ÿснĕ.

Кăçалхи тăхăр уйăх хушшинче çĕр-шывра суд приставĕсен алли витĕр 2641 гражданин тухнă, вĕсене обязательнăй майпа ĕçлеттернĕ – урамсене шăлтарнă, картасем сăрлаттарнă тата ытти те.

2013 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти приставсен алли витĕр водительсен штрафĕсемпе çыхăннă 1235 ĕç тухнă, пурĕ 460 пин тенкĕлĕх.

Штрафăн пĕтĕмĕшле сумми ÿснине çÿл-йĕр хăрушсăрлăх службин ĕçченĕсем çапла ăнлантараççĕ: автоçулсем çинче правилăсене пăснине тĕрĕслекен камерăсем лартнăран тата судсенче водительсенчен çирĕпрех ыйтнăран.

Штрафсен суммисем ÿснĕрен правилăсене пăсакансен пĕтĕмĕшле шучĕ чакнине палăртаççĕ ÇХСПИ ĕçченĕсем. Уйрăмах эрех ĕçсен руль умне ларакансем тата документсемсĕр çÿрекенсем сахалланнă.

А.КАРПОВА.

Уйрăм шухăш

Çул-йĕр правилисене пăснăшăн тивекен штрафсене ÿстернин усси пур-и? Мĕн шутлаççĕ кун пирки районта пурăнакансем?

АННА, водитель стажĕ пĕр çул:

– Çул-йĕр правилисене пăснăшăн штрафсене хăпартни çул-йĕр культурине ÿстерме пулăшассине пĕрре те ĕненес килмест. Эрех тутанма юратакан водителе пысăк штрафпа хăратаймăн.

Çул-йĕр правилисене пăсакан водительсен шучĕ чакни те питех палăрмасть. Пĕр-икĕ çул каялла машинăпа çÿреме ирĕк илнисем вара хăйсене руль умĕнче пысăк стажлисенчен культурăллăрах тытаççĕ, теветкеллĕ хăтланмаççĕ.

12 çула çитиччен ачасене ятарлă хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхсан кăна илсе çÿреме юрать теççĕ. Транспорт çинчи хăрушсăрлăх пиçиххийĕ вара мĕншĕн каймасть? Пирĕн тăрăхри çулсемпе пурпĕрех хăвăрт çÿрейместĕн. Çакăншăн штраф виçине 3 пин тенке çитерни те вырăнсăр. Ÿсĕр водительсене тытни усăллăрах.

АЛЕКСАНДР, водитель стажĕ 18 çул:

– Пирĕн çĕр-шывра штрафсене тĕрĕс мар тÿлеттереççĕ тесе шутлатăп. Ман шутпа, штраф виçи çын ăçта пурăннине тата çав регионти вăтам ĕç укçи мĕн чухлĕ пулнине кура пулмалла. Калăпăр, пĕр çын 100 пин тенкĕ ĕçлесе илет, уншăн 500 тенкĕлĕх штраф ним вырăнĕнче те мар. Шалăвĕ 5 пин тенкĕпе танлашакан çыншăн вара 500 тенкĕ те пысăк укçа. Анчах та пирĕн шухăша никам та шута илмест çав. "Правилăсене ан пăсăр", – теççĕ те – пулчĕ те...

НИКОЛАЙ, водитель стажĕ 41 çул:

– Штрафсемпе, çул-йĕр правилисене пăснăшăн явап тыттарассипе çыхăннă лару-тăрура пĕремĕкĕ те, пушши те кирлĕ тесе шутлатăп. Саккунсене йĕркеллĕ ĕçлеттермелле. Пирĕн ытларах чухне мĕнле пулса тухать-ха: енчен те йĕркене пăсакан водителĕн "гаишниксем" хушшинче палланă çынсем пур пулсан, ăна явап тыттармасан та пултараççĕ. Теприне вара никам та шеллемест, пули-пулми çĕртенех пысăк штраф тÿлеттерни те, водитель удостоверенийĕсĕр хăварни те пулкалать. Çул çинче йĕрке пултăр тесен водительсен кăна мар, çул-йĕр хăрушсăрлăх службинче, çавăн пекех полицинче ĕçлекенсен те саккуна пăхăнмалла, тĕрĕслĕхшĕн тăрăшмалла, яваплăха туймалла.

ОЛЬГА, водитель мăшăрĕ:

– Правилăсене пăсакансене штрафлаççĕ-ха, ку тĕрĕс. Анчах та аварисĕр çÿрекен водительсене хавхалантарасси йăларан тухнă-ши халĕ? Ĕлĕкрех предприятисемпе организацисенче ĕçлекен водительсене çакăншăн ятарлă паллă парса чыслатчĕç, эп пĕлнĕ тăрăх, вăл "Ĕç ветеранĕ" ят илме те май паратчĕ. Паянхи кун çак лайăх йăлана пăрахăçланă пулас, ман шутпа, ыттисене ырă тĕслĕх кÿрекен водительсене хавхалантармаллах, çакна организацири коллективлă килĕшÿре те пăхса хăвармалла.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика