Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çултан ача сачĕсем мĕнле ĕçлĕç?

06 ноября 2013 г.

Шкулсемпе аслă вĕренÿ учрежденийĕсем хыççăн вĕренÿ реформи ача сачĕсене çитрĕ. Шкул çулне çитмен ачасене мĕн кĕтет?

Ача сачĕсем çĕнĕ вĕренÿ стандарчĕпе ĕçлеме тытăнĕç

Асăннă документа Роспотребнадзорăн пăхса тухмалли, Юстици министерствинче регистрацилемелли юлнă. Çĕнĕ стандартпа килĕшÿллĕн шкул çулне çитмен ачан парта хушшине лариччен алфавитри сас паллисене е шутлама пĕлмесен те юрать. Анчах та унăн тимлĕхе палăртма, тĕрĕс калаçма, йĕрке-тирпей критерийĕсене йĕркелеме пĕлмелле.

Ача садне ямаллах-и?

Ашшĕ-амăшĕ малтанхи пекех тĕпренчĕкне мĕн шкула кайичченех ача садне ямасăр пултарать. Анчах та çĕнĕ стандарт 2014 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрсен ашшĕ-амăшĕ виçĕ çултан иртнĕ ачине те ним чăрмавсăрах садике вырнаçтарĕ. Тĕп ушкăнра вырăн çук пулсан та кĕске вăхăтлăха вырнаçтарма тивĕç.

Тÿлев ÿсет-и?

Ашшĕ-амăшĕ малашне те ачисем апат çинĕшĕн тата вĕсене пăхнăшăн тÿлĕ. Воспитательсен ĕçĕ тата занятисем тÿлевсĕр юлĕç.

Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытма тивмĕ-ши?

Çĕнĕ стандарт вăя кĕрсен ултă çулхи ачасен те экзамен тытас пулать-и? Çак ыйту чылай ашшĕ-амăшне пăшăрхантарать. Паллах, çук. Асăннă документ ытларах воспитательсене пырса тивет. Халĕ вĕсен хăйсен ĕçне планласа тухмалла, занятисене те унпа килĕшÿллĕн ирттермелле пулать. Стандартăн тĕллевĕ – ачалăха сыхласси.

А.АЛЕКСЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика