Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Асамлă чаршав» çитес çулччен хупăнчĕ

30 октября 2013 г.

«Асамлă чаршав» çитес çулччен хупăнчĕ

Театр искусствине аталантарас тĕллевпе октябрь уйăхĕнче районта "Асамлă чаршав" фестиваль иртрĕ. Ăна районта çуралса ÿснĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсене Ирина Садовниковапа Николай Булаткина асăнса йĕркеленĕ. Фестивальте 10 ял тăрăхĕпе Культурăпа кану центрĕн театр пултарулăх ушкăнĕсем спектакльсем кăтартрĕç. Октябрĕн 28-мĕшĕнче вара фестивале пĕтĕмлетрĕç.

Районта тăваттăмĕш хут иртнĕ Фестивале савăнăçлă лару-тăрура хупнă çĕре вырăнти артистсем, вĕсен пултарулăхне хакланă жюри, куракансем, Шупашкартан килсе çитнĕ артистсем хутшăнчĕç. Кашни ял тăрăхĕнчи артистсем хăйсем лартнă спектакльсен сыпăкĕсемпе паллаштарчĕç.

Кăçалхи фестиваль пĕтĕмлетĕвĕсем вара çапларах:

- «Чи лайăх спектакль» номинацире 1-мĕш вырăна никам та тивĕçмерĕ. 2-мĕш вырăна Ачкасси ял тăрăхĕн пултарулăх ушкăнĕ лартнă "Эх, пурнăç – мыскара"спектакле пачĕç. 3-мĕш вырăна Атнар, Хусанушкăнь, Штанаш ял тăрăхĕсен пултарулăх ушкăнĕсем йышăнчĕç.

- "Чи лайăх хĕрарăм ролĕ" номинацире Ираида Пакрушова (Хусанушкăнь) çĕнтерчĕ.

- «Чи лайăх арçын ролĕ» номинацире Питĕркасси ял тăрăхĕнчи Николай Чернов Николай Угарин пьеси тăрăх лартнă "Улькка инкен виçĕ кинĕ" спектакльте Моколь рольне калăпланăшăн палăрчĕ.

- «Чи лайăх режиссер» номинацире Николай Пономарев çĕнтерчĕ ("Эх, пурнăç – мыскара" спектакль, Ачкасси ял тăрăхĕ).

- «Эпизодри чи лайăх роль» номинацире Галина Ванягина (Атнар) çĕнтерчĕ.

Фестивальте палăрнисене райадминистраци ĕçĕсен управляющийĕ Анатолий Ейков Дипломсемпе парнесем парса чысларĕ. Фестивале хутшăннисемпе куракансем ячĕпе тата Ирина Садовниковапа Николай Булаткина асăнса Константин Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем Петр Садовников, Николай Сергеев, Николай Котеев, Валерий Карпов, Геннадий Медведев, Александр Яковлев, Марина Яковлева, Сергей Иванов, Галина Кузнецова тата Çамрăксен театрĕн артисчĕ Сергей Кувшинов ăшă сăмахсем каларĕç, спектакль сыпăкĕсене кăтартрĕç, илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç.

Çавăн пекех Петр Садовников Шупашкарти артистсем ячĕпе çакна пĕлтерчĕ: çитес çул асăннă фестиваль пиллĕкмĕш хут иртĕ, ун чухне пĕрремĕш вырăна тухнă спектакльшĕн 10 пин тенкĕ парса чыслĕç. Апла пулсан районти театр ушкăнĕсен хăйсен пултарулăхне ытларах аталантарма сăлтав пур. Паллах, чăн-чăн артистсем сцена çине нухратлă пулас тесе мар, театра чунтан юратнăран тухаççĕ, çапах та вĕсене те хăйне евĕр хавхалантару кирлех.

Куракансемшĕн вара "Асамлă чаршав" фестивальпе çитес çулччен сыв пуллашнă май Шупашкарти артистсемпе пĕрле ура çине тăрса чăваш халăхĕ юратнă "Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать" юрра кăмăлтан юрлани хавхалантару пулчĕ.

Хисеплĕ вулаканăм, "Асамлă чаршав" фестивале савăнăçлă лару-тăрура хупнă каç хыççăн çуралнă шухăшсемпе сана хаçатăн çитес номерĕнче паллаштарăп.

А.КАРПОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика