Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Электронлă больница хучĕ

30 октября 2013 г.

Раççейре çитес вăхăтра хут "больничнăйсем" вырăнне электронлисем пулаççĕ.

Социаллă страховани фончĕн пуçлăхĕ Андрей Кигма пĕлтернĕ тăрăх, хут çинчен электронли çине куçни медицина ĕçченĕсен ĕçне ансатлатать. Больница хутне çырса вăхăта ирттериччен вĕсем чирлĕ çынсене йышăнма пултараççĕ.

Электронлă больничнăйсен тытăмне хута яни хут документсен хисепне тата вĕсен бланкĕсене тума каякан тăкака чакарма май парать. Çакă суя больничнăйсем тăвассинчен те хăтарать.

Электронлă больничнăя медицина учрежденийĕнче хатĕрлеççĕ. Малалла çын чирленĕ май вăхăтлăха ĕçлеменнине çирĕплетекен информаци Социаллă страховани фончĕн пĕрлехи базинче упранать. Унпа ĕçпе тивĕçтерекен организаци те усă курма пултарать.

Малтанах электронлă больничнăйсемпе Татарстанра ĕçлесе пăхĕç.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика