Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кинеми – 90 çулта

16 октября 2013 г.

Кинеми – 90 çулта

Октябрĕн 10-мĕшĕнче Сĕнтĕкçырми ялĕнче пурăнакан Нина Корчагина хăйĕн 90 çулхи юбилейне кĕтсе илнĕ. Сумлă юбилей ячĕпе Нина Артемьевна патне Путинăн саламлă Çырăвĕ çитнĕ. Ăна ветеран патне Хусанушкăнь ял тăрăхĕн специалист-эксперчĕ Оксана Фролова çитернĕ, кинемее райадминистраци пуçлăхĕн Тав çырăвне парса саламланă, ырлăх-сывлăх, канлĕ ватлăх суннă.

Фронтра пулман пулин тевăрçă нушине самаях тÿснĕ кинеми.

Пилĕк çулти хĕр ача тăван мар амăшĕпе ÿснĕ. Çамрăклах аслисемпе пĕрле окопсем чавнă, тăван колхозра вăй хунă. Мăшăрĕпе, Сергей Федоровичпа, тăхăр ача çитĕнтерсе ÿстернĕ. Паянхи куна Нина Артемьевна Вячеслав ывăлĕн çемйипе пурăнать. Унăн хĕрĕсемпе ывăлĕсем çĕр-шывăн тĕрлĕ хулисене саланнă. Кинеми 23 мăнукĕпе 28 кĕçĕн мăнукĕ пурришĕн савăнать, çывăх тăванĕсен ăшшине туйса пурăнать.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика