Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Пĕр чÿрече" мелĕпе

25 сентября 2013 г.

Сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне республика территорийĕнче нумай функциллĕ 26 центр регистрациленĕ, вĕсенчен 25-шĕ 81 чÿречепе ĕçлет. Çулталăкпуçланнăранпа НФЦ тытăмĕнче халăха 139,7 пин пулăшу кÿнĕ, вĕсенчен 49,8 пин федераллă пулăшу, 30,2 пин – республикăри, 18,1 пин – муниципаллă. Çавăн пекех халăха 16 пин ытла консультаци панă.

Çынсем ытларах куçман пурлăхпа çыхăннă пулăшусем пама ыйтаççĕ (Росреестр пулăшăвĕсем) – кун пек ыйтусемпе республикăри 4915 çын пынă; УФМС пулăшăвĕсемпе (Раççей тата ют çĕр-шыв паспорчĕсем илме) – 9316 çын; социаллă пулăшусемпе – 6728 çын.

Çулталăк вĕçне нумай функциллĕ 26 центрта 116 чÿрече ĕçлĕ.

Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен республикăри пур районта та 119 библиотекăра (120 чÿрече тытăмĕнче) "пĕр чÿрече" мелĕпе пулăшу кÿреççĕ. Хальлĕхе вĕсенче 304 çынна муниципаллă пулăшусемпе çыхăннă консультацисем панă. 2013 çул вĕçне ял библиотекисенче патшалăх тата муниципаллă пулăшусем кÿрекен 232 чÿрече ĕçлĕ.

А.КАРПОВА.

Иртнĕ çулхи сентябрь уйăхĕнчен пуçласа районта муниципаллă пулăшусем кÿрекен Нумай функциллĕ центр ĕçлет. Районта пурăнакансем пĕлтĕр ун пулăшăвĕпе 514 хут усă курчĕç, кăçалхи сакăр уйăх хушшинче – 1522 хут. Пурĕ 200 ытла патшалăх тата муниципаллă пулăшусем кÿтĕмĕр.

Хальхи вăхăтра районти НФЦ 51 муниципаллă, ЧР Сывлăх сыхлавĕн, Культура, Экономика аталанăвĕн министерствисен 22 тĕслĕ патшалăх пулăшăвĕсене парать.

"Пĕр чÿрече" мелĕпе ĕçлекен Нумай функциллĕ центра ыйтупа пыракан тĕрлĕ документсемпе справкăсем пухассинчен хăтăлать, унпа пĕрлех пĕр-пĕр пулăшу илнĕ чух документсем еплерех "куçнине" те сăнама пултарать.

Кăçалхи июль уйăхĕнчен районти НФЦ-ра иккĕмĕш чÿрече ĕçлеме пуçларĕ, 2014 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн пата килекенсем валли тата виçĕ чÿрече уçăлĕ.

НФЦ-ра информаци служби те ĕçлет, унта 2-12-08 номерпе шăнкăравласа пирĕн патра мĕнле пулăшусем илме май пуррине пĕлме пулать. Çавăн пекех район администрацийĕн сайтĕнче НФЦ баннерĕ те пур.

Нумай функциллĕ центр паракан пур пулăшу та тÿлевсĕр.

Пирĕн патра патшалăх пулăшăвĕсем паракан Пĕрлехи портала тата власть органĕсен порталĕсене кĕме май паракан ĕç вырăнĕ те пур. Республика порталĕнчи пирĕн район территорийĕнче кÿрекен 71 муниципаллă пулăшу çинчен калакан информацире заявленисен тата ытти документсен электронлă формисене тупма пулать. Пĕрлехи порталпа усă курса районта пурăнакансем хăйсем панă заявлени пирки харпăр хăй компьютерĕнчен е пирĕн пата килсе пĕлме пултараççĕ, çапла туса вĕсем хăйсен вăхăтне перекетлеççĕ.

Малалла, муниципаллă тата патшалăх структурисем çĕнĕлле ĕçлесе пынă май тата халăх ыйтнипе, эпир кÿрекен пулăшусен хисепĕ ÿссех пырĕ.

Палăртмалла, районти модельлĕ тăватă библиотека – Атнарта, Мучикассинче, Сĕнтĕкçырминче, Кив Атикассинче – явăçтаракан организацисем шутланаççĕ. Унти ĕçченсем патшалăх пулăшăвĕсем парассипе ятарлă пĕлÿ илнĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика