11 сентября 2013 г.
Раççей Правительстви мобильлĕ телефон хуçисене валли çĕнĕлĕх кĕртсе парать. Декабрĕн 1-мĕшĕнчен абонентсем мобильлĕ оператора улăштарнă чух малтанхи телефон номернех хăварма пултараççĕ. Саккун вăя кĕриччен виçĕ уйăхран та катăлчĕ. Анчах çак тытăм мĕнле ĕçлесси халĕ те татăклă паллă мар.
Саккун нумай-нумай ыйту çуратать. Тĕслĕхрен, урăх оператор патне куçас тата кивĕ номерех хăварас тесен абонентăн çĕр тенкĕ тÿлеме тивет... Кама? Малтанхи компание е çĕннине? Хальлĕхе паллă мар. Саккунпа килĕшÿллĕн, куçакан абонентсене ятарлă базăна кĕртеççĕ. Ыйту çуралать: кам ăна йĕркелет тата тытса пырать? Паян çыхăнупа тивĕçтерекенсем татăклă регламент, правилăсем кĕтеççĕ. Çав хушăрах сотовăй çыхăну компанийĕсенче тишкерÿ тунă: çĕнĕ пулăшупа абонентсен 20 проценчĕ çеç интересленет иккен. Апла пулсан усă куракансем татах та сахалрах пулĕç.
Сăмах май, Чăваш Енре июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне сотовăй çыхăнăвăн 2,03 миллион абонент шутланнă. Çакă иртнĕ çулхи октябрь уйăхĕнчипе ( 2,0 миллион абонент) танлаштарсан 6 процент нумайрах. Сотовăй çыхăну операторĕсен кăтартăвĕсемпе Чăваш Енре 100 çын пуçне 163 абонент тивет. Урăхла каласан, пĕр абонент пуçне 1,6 SIM-карта лекет. Уйрăмах çак "пысăк тройкăн" абонентсем нумайланнă: "Мегафон" - 8,3 процент, "Билайн" - 6,9 процент, "МТС" – 1 процент.
ЧР Информаци политикин министерстви пĕлтернĕ тăрăх, паянхи кун мобильлĕ çыхăнупа республика территорийĕнче пурăнакансен 98 проценчĕ çыхăннă. Мобильлĕ интернет абоненчĕсен шучĕ иртнĕ çулхи октябрь 1-мĕшĕнчен 36 процент ÿснĕ, 727 пин çынна çитнĕ.
Хальхи вăхăтра сотовăй çыхăну пулăшăвĕпе республикăра "Вымпелком" ("Билайн" бренд), МТС, "Мегафон", "Шупашкар GSM" (Смартс), НСС ("Ростелеком") компанисем тивĕçтереççĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"