09 сентября 2013 г.
Чăваш Республикинче тăлăх инвалид ачасене усрава илекен çемьесене пĕр хутчен паракан пособи виçине хăпартнă.
Унăн суммине 300 пин тенкĕрен 375 пин тенке çитернĕ. Вĕренÿ министерстви пĕлтернĕ тăрăх, республикăра 4503 тăлăх ача пурăнать. Вăл шутра 464 инвалид ача. Вĕсенчен 168-шĕ кăна опекунсемпе е çемьере пурăнаççĕ.
Чăваш Республикин вĕренÿ министрĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2010-2012 çулсенче Раççей гражданĕсем пĕр инвалид ачана та усрава илмен. Çав хушăрах ют çĕр-шыв çыннисем 18 инвалид ачана усрава илме пултарнă.
А.АЛЕКСЕЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"