04 сентября 2013 г.
РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова пĕлтернĕ тăрăх ачасене ача сачĕсене çÿретнĕшĕн тÿлессине сăлтавсăр ÿстернине «Единая Россия» парти çирĕп тĕрĕслесех тăрать.
Хаксене ÿстерессипе çыхăннă сас-хура суя. «Ашшĕ-амăшĕ, унчченхи пекех, ачасене садике çÿретнĕшĕн тÿлевшĕн пĕрремĕш ачашăн 20%, иккĕмĕшшĕн – 50%, виççĕмĕшшĕн тата малаллахи ачасемшĕн 70% компенсаци илĕç», – тенĕ Патшалăх Думин депутачĕ.
Хам.корр