Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кредитсене субсидилес ыйту çивĕч тăрать

02 сентября 2013 г.

Ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисене инвестици кредичĕсен проценчĕсене иртнĕ çултанпа субсидилеменни пăшăрхантарать. Çакă мĕнпе çыхăннă-ши?

ЧР Ял хуçалăх министерствинче ăнлантарса панă тăрăх, ял хуçалăх таварĕ туса илекенсен кредичĕсене субсидилемелли укçа-тенкĕ вырăна çитнĕ. Анчах çакă сахал. Паянхи кун субсиди валли килекен федераллă бюджетăн укçа дефицичĕ пĕтĕм Раççее пырса тивет. Раççей Ял хуçалăх министерствинче финанс енĕпе те, нормативлă майлашусенче те çитменлĕхсене тупса палăртнă. "АПК аталанăвĕ" приоритетлă наци проекчĕ пурнăçланма тытăннăранпа Чăваш Енре выльăх-чĕрлĕхĕн 157 объектне реконструкциленĕ, модернизациленĕ е çĕнĕрен тунă. Çак инвестици проекчĕсем кредит ресурсĕсене пула пурнăçланнă. Проектсен тăкакĕ, сăмахран, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче, 10-15 çултан кăна хакне кăларать. Шутлава федераллă бюджетран уйăрнă субсидисене шута илсе хатĕрленĕ. Анчах çав укçа халĕ те çук, пĕтĕмпе тата 545 миллион тенкĕне яхăн кирлĕ.

Çĕр-шывăн ытти регионĕсенче лару-тăру çакăн пекех. Малтанласа шутласа пăхнă тăрăх, кăçал ÿсен-тăран тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕсем валли çеç Раççей аграрийĕсене инвестици кредичĕсене тивĕçтерме 7,5 млрд тенкĕ, 2014 çул валли 14 млрд тенкĕ кирлĕ.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика