07 августа 2013 г.
Августăн 2-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе "Мускав-Хусан" пысăк хăвăртлăхлă магистраль строительствин проектне пурнăçа кĕртесси пирки канашланă.
Канашлура сăмах асăннă чукун çул пирĕн республика территорийĕнче 130 км тăршшĕ пуласси, строительство хакĕ 150 млрд тенкĕпе танлашасси пирки пынă.
Михаил Игнатьев ЧР Транспорт министерствипе Пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министерствин ертÿçисене кĕске вăхăтра чукун çул иртекен вырăнти çĕрсемпе çыхăннă нормативлă документсен проектне хатĕрлеме хушнă.
ЧР ПА пресс-служби.
Источник: "Пирěн пурнăç"