29 июля 2013 г.
Июлĕн 19-21-мĕшĕсенче республикăра "Çуран çÿрекен. Çуран çÿрекенсем каçмалли вырăн" ятпа профилактика мероприятийĕ иртнĕ.
Çынсемпе машинăсем нумай çÿрекен вырăнсенче Çул-йĕр хăрушсăрлăх службин ĕçченĕсем пулнă, водительсемпе çуран çÿрекенсем правилăсене пăхăннине тĕрĕсленĕ. Рейд вăхăтĕнче ГИБДД ĕçченĕсем Çул йĕр-правилисене пăснă 3488 тĕслĕхе тупса палăртнă, вĕсенчен 189-шĕ – водительсем çуран çÿрекенсене çул паманни, 416-шĕ – çуран çÿрекенсем правилăсене пăсни.
Районта асăннă рейд вăхăтĕнче водитель çуран çÿрекене ирттерсе яман пĕр тĕслĕхе, çуран çÿрекенсем правилăсене пăснă виçĕ тĕслĕхе тупса палăртнă.
Юлашки вăхăтра водительпе çуран çÿрекен хушшинчи хутшăнусем питĕ çивĕч тăраççĕ. Чылай чухне çуран çÿрекенсем правилăсене пăснăран аварисем пулаççĕ, вĕсенче çын пурнăçĕ татăлать е сывлăхĕ сиенленет. Çакна социологсем те çирĕплетеççĕ: çуран çÿрекенсен 20 проценчĕ çул урлă каçмалли правилăсене тăтăшах, кашни кунах пăсать, тата 20 проценчĕ – эрнере темиçе хут. Паллах, çул урлă каçнă май правилăсене пăхăнмастăн пулсан, çуран çÿрекенсем вилесси чакассине кĕтмелли çук.
Водительсем те, çуран çÿрекенсем те правилăсене пăхăнсан кăна çул çинче йĕрке пулĕ.
А.СЕМЕНОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"