23 июля 2013 г.
Ачасене тĕрлĕ енлĕ аталантарас ĕçре хушма пĕлÿ паракан учреждени витĕмĕ пысăк. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи ачасен пултарулăх çурчĕн ку тĕлĕшпе юлашки çулсенче ÿсĕмсем уйрăмах курăмлă.
Акă Сергей Марков педагог 2003 çултанпа техника моделĕсемпе кăсăкланакансен пĕрлешĕвне ертсе пырать. Унăн вĕренекенĕсем районти, республикăри, Раççей шайĕнчи конкурс-фестивальте çĕнтереççĕ, çамрăк космонавтсен слетне хутшăнаççĕ, ăслăлăхпа практика конференцийĕсенче тавра курăма аталантараççĕ. Чи кирли - аслă юлташĕ вĕрентнипе хăйсем тĕллĕн техника моделĕсем ăсталама хăнăхаççĕ, проектсемпе схемăсем хатĕрлеççĕ. Сергей Николаевич ачасенчен çирĕп ыйтать, кашнин пултарулăхне витĕр курать. Кирлĕ вăхăтра сĕнÿ парать, пулăшма тăрăшать. Вĕрентекен ачасене хисеплет, вĕсен шухăшне ăнланма тăрăшать, пуçарулăхне хавхалантарать. Ачасем те ăна хисеплеççĕ. Хăйĕн ĕçне чунпа парăннă педагог халĕчченхи çитĕнÿсемпе лăпланмасть, малаллах талпăнть. Ачасене тĕллевсене пурнăçа кĕртме вĕрентет. Паллах, тепĕр чухне кăткăс механизм тÿрех парăнасшăн мар, анчах тăрăшсан йăлтах пулать. Эппин, ачасем чăтăмлăха та хăнăхаççĕ.
2006 çулта Сергей Марковăн вĕренекенĕ Александр Степанов республикăри тата Пĕтĕм Раççейри "Уçă космос" конкурсра çĕнтернĕ. 2007 çулта унăн вĕренекенĕсем ракета модельне ăсталаса "Ракетăсем - старта" акцире пĕрремĕш вырăна тухнă. Ăна Николай Бударин космонавта парнеленĕ. 2008 çулта Андрей Апалеев республикăра иртнĕ "Çăлтăрсем патне çул хыватпăр" конкурсра "Ракетăпа космос техники" номинацире çĕнтернĕ. Çав çулах ракетăпа космос корапĕсен конкурсĕнче Андрей Воробьев пĕрремĕш вырăна тухнă. 2009 çулта Евгений Долгов çамрăксен Николаев вулавĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă, Раççейри çамрăксен ăслăлăхпа техника конкурсĕнче лауреат ятне тивĕçнĕ. Экологин кăсăклă ыйтăвĕсемпе ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри ăслăлăхпа тĕпчев тата вĕренÿпе тĕпчев проекчĕсен "Çын - Космос" олимпиадине хутшăнса "Сăнарлă ÿкерчĕксем" номинацире 2011 çулта Анастасия Маркова çĕнтернĕ. Унăн ĕçĕ Мускав облаçĕнчи Космонавтсен хулинче упранать. Иртнĕ çул республикăри ачасемпе çамрăксен техника-ÿнер пултарулăхĕн "Çăлтăрсем патне çул хыватпăр" конкурсĕнче Николай Тимофеев палăрнă.
Кăçал та çитĕнÿсем пур. Ачасен техника ĕçĕсен куравĕнче Андрей Смирновпа Николай Тимофеев çĕнтернĕ, Константин Ванюшкин иккĕмĕш пулнă. Пултаруллă педагог кăçал Шуршăлта самолетсен модельне тăвассипе ăсталăх урокĕ ирттернĕ.
Чăн-чăн педагог пулма çăмăл мар. Чи малтанах яваплă çак ĕçре ачасене юратни кирлĕ. Унсăр пуçне вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнчи йывăрлăхсене çĕнтерсе кăткăс ыйтусене кирлĕ пек татса пама пĕлмелле, инноваци мелĕсене тĕпе хурса ачасене хăйсем тĕллĕн шухăшлама хăнăхтармалла, вĕсемшĕн çывăх аслă юлташ пулмалла. Вĕрентекен педагог кăна мар, психолог та. Сергей Марков вĕренÿ ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсене кунсерен шĕкĕлчет, пурнăçа кĕртме тăрăшать. Мĕн пĕлнине ачасем патне çитерме васкать. Вĕренекенĕсем те ун пек пулма, ăсталăха алла илме тăрăшаççĕ. "Пирĕншĕн Сергей Николаевич ирттерекен кашни заняти пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн хушăра малашне конструктор пулас ĕмĕтли те сахал мар. Вĕрентекен пулăшнипе ăнăçлă утăмсем туни хавхалантарать", - теççĕ вĕсем.
Ĕçне кура хисепĕ: пултаруллă педагога чылай наградăпа палăртнă, нумай пулмасть Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕн ятне панă.
Юлия МАРЕЕВА
Источник: "Хыпар"
Первоисточник: http://smi21.ru/?mode=publication&path=search&search=%u0447%u0443%u0442%u0430%u0439&publication=1057599&p_date=23.07.2013&date=07.08.2013&s_page=2