Социаллă пулăшăва тивĕçекен граждансем уйăхсерен субсиди илсе тăрĕç. Паянхи куна унăн виçи çапларах:
- вăрçă инваличĕсен, Аслă Отечественнăй вăрçăра инвалид пулнисен, вĕсен çемье членĕсен – 391 тенкĕ;
- Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсен – 391 тенкĕ, çемье членĕсен – 113 тенкĕ;
- "Блокадăллă Ленинградра пурăнакан" паллăпа наградăланă инвалидсен – 391 тенкĕ, çемье членĕсен – 113 тенкĕ;
- çапăçу ĕçĕсен ветеранĕсен, вĕсен çемйисен членĕсен – 113 тенкĕ;
- вилнĕ вăрçă инваличĕсен, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсен тата çапăçу ĕçĕсен ветеранĕсен çемйисен – 391 тенкĕ, çемье членĕсен – 113 тенкĕ;
- инвалидсен – 736 тенкĕ;
- ачаран инвалид пур çемьесен – кашни çын пуçне 736 тенкĕ, анчах коммуналлă тăкаксенчен ытлашши мар;
- радиаци витĕмне лекнĕ граждансен – 391 тенкĕ, çемье членĕсен – 113 тенкĕ.
Укçа-тенкĕне федераци бюджетĕнчен тăратнă субвенци чиккисене пăхăнса республика бюджетĕнчен уйăрнă. Регионти граждансем те пулăшăва тивĕçеççĕ. Субсиди виçисем çапларах:
- ĕç ветеранĕсен тата Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсен – 1026 тенкĕ;
- реабилитацие лекнĕ граждансен – 2456 тенкĕ;
- политика репрессийĕсене пула асап курнисен – 2187 тенкĕ.
Ялти специалистсем те – культура, сывлăх сыхлавĕн сферисенче тăрăшакансем, халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекенсем, ветеринари тата педагогика ĕçченĕсем, вĕренÿ учрежденийĕсенчи библиотекарьсем – коммуналлă тăкаксене тÿлемешкĕн уйăхсерен компенсацие тивĕçеççĕ. Çавăн пекех яллă вырăнсенче вырнаçнă учрежденисенче 10 çултан кая мар ĕçленĕ, çав учрежденисенчех тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнă граждансем илсе тăрĕç. Республика территорийĕнче коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕшĕн тÿлекен сумма пĕр пек пулманран районсенчи компенсаци виçи те расна: тĕслĕхрен, Улатăр районĕнче – 577,4 тенкĕрен пуçласа, Сĕнтĕрвăрринче – 1155,6 тенкĕ таран, Хĕрлĕ Чутай районĕнче – 772,90 тенкĕрен пуçласа.