Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нумай ачаллисемшĕн 5 пин ытлашши пулмĕ

02 февраля 2013 г.

Республикăри акушер стационарĕсен оперативлă даннăйĕсем тăрăх 2013 çулта паянхи куна 960 ача çуралнă: вĕсенчен çемьере виççĕмĕшсем – 108 ача, тăваттăмĕшсем – 23, ун хыççăнхисем – 14 ача.

Нумай ачаллă çемьесем, 3-мĕш, 4-мĕш е ун хыççăнхи ача амăшĕсем, республикăн амăшĕн капиталне тивĕçеççĕ тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшÿллĕн уйăхсерен пĕр ачана пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе чухлĕ укçан пулăшу илсе тăраççĕ – 5 пин ытла тенкĕ.

Çак тÿлеве илсе тăрас текенсен халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрăн вырăнти уйрăмне çитсе кирлĕ документсене тăратмалла:

- заявлени;

- çыннăн ĕнентерÿ докуменчĕн (паспорт) тата ăçта пурăннине çирĕплетекен хучĕн копийĕсем;

- çемье тытăмĕ çинчен калакан справка;

- çемьери ачасем çуралнине çирĕплетекен свидетельствăсен копийĕсем;

- çемье членĕсен ултă уйăхри тупăшĕсене палăртакан сведенисем;

- заявлени тăратаканăн хушаматне улăштарнине ĕнентерекен документсен копийĕсем (енчен те хушаматне улăштарнă пулсан).

Тĕплĕнрех ыйтса пĕлес текенсем 2-11-43 телефонпа шăнкăравлама пултараççĕ.

Çулталăк пуçланнăранпа паянхи куна районта виççĕмĕш тата ун хыççăнхи икĕ ача çуралнине регистрациленĕ. Районти социаллă хÿтлĕх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çемьере 2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа виççĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуралсан, енчен те çемьен çын пуçне лекекен вăтам тупăшĕ 13470 тенкĕрен иртмест пулсан, вĕсем уйăхсерен паракан çак пулăшăва тивĕçеççĕ. Ку нухрата ача çуралнă уйăхран пуçласа вăл виçĕ çула çитиччен параççĕ. 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика