Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Электронлă регистратура тухăçлă ĕçлет

02 февраля 2013 г.

Хальхи йышши информаци тытăмне пурнăçа кĕртсе пырас тĕлĕшре тухтăр патне электронлă майпа çырăнасси йăлана кĕрсе пырать. Унпа районта 2011 çулхи март уйăхĕнчен усă курма тытăнчĕç.

Çак мелпе 2012 çулта районта пурăнакан 9003 çын тухтăрсем патне çырăннă: вĕсенчен 6947 çын поликлиника регистратури, 2056 çын интернет урлă çырăннă. Ку кăтарту 2011 çулхинчен тăхăр хут нумайрах. Ытларах çынсем стоматолог патне кĕме тăрăшаççĕ-мĕн. Унта лекес тесен виçĕ эрне малтанрах çырăнса хумалла иккен. Унсăрăн тухтăр патне кĕме çук.

2013 çулхи январĕн 28-мĕшĕ тĕлне акă электронлă регистратурăпа усă курса 803 çын врач патне çырăнса хунă. Çакă электронлă мелпе усă курма меллĕ тата вăл питĕ кирлĕ пулнине çирĕплетет.

Çитес вăхăтра поликлиникăра тухтăр патне çырăнмалли ятарлă терминал вырнаçтарасшăн. Çакă черетсене татах та кĕскетме пулăшĕ. 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика