Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аннесем пуртан тĕнче илемлĕ

24 ноября 2012 г.

А.ЗАМУТКИНА.

Анне... Кашни çуралакан хăй чĕлхипе çак сăмаха калать нимрен малтан. Эппин, чи çывăх çын вăл тĕнчере. Унăн ачаш та ăшă аллисем çан-çурăма кăштах сĕртĕнсенех чун-чĕре юратупа тулать. Хĕвел шевлиллĕ йăл кулли чуна çемçетет, лăплантарать. Пĕртен-пĕр çывăх çын юратăвĕ мĕн ватăличченех чун-чĕрене ăшăтса тăрать.

Аннесене чыслама çулталăкра ятарласа пĕр кун уйăрни – вĕсен ĕçне, çепĕçлĕхне, юратăвне тивĕçлипе хаклани. Раççейре ноябрь уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче Амăшĕн кунне паллă тăваççĕ. Кăçал вăл ноябрĕн 25-мĕшĕнче килет. Çак уявăн тĕллевĕ – пурнăçра амăшĕн пĕлтерĕшне уйрăммăн палăртасси. Мартăн 8-мĕшне çĕр çинчи пĕтĕм хĕрарăм уявлать пулсан, Амăшĕн кунне вара ача-пăча çуратса çитĕнтернĕ е хальхи вăхăтра утьăкка сиктерекен хĕрарăмсем, пулас амăшĕсем ячĕпе паллă тăваççĕ.

Амăшĕн кунне тĕрлĕ çĕр-шывра тĕрлĕ вăхăтра паллă тăваççĕ. Пирĕн патăмăрта çак уява палăртакан йăла-йĕрке çирĕпленсех çитмен-ха. Ача-пăча çеç амăшĕсене юрă-ташăпа савăнтарать, ăшă сăмахсем каласа чунĕсене уçать, илемлĕ открыткăсем хатĕрлет...

Тĕрĕс-тĕкел ÿстернĕшĕн, çын тунăшăн аннесене çĕре çити пуç тайма пĕлесчĕ кашни çыннăн. Эпир яланах парăмра вĕсен умĕнче. Аннесене уявра тав тума манас марччĕ. Çак кун та пулин вĕсене хисеплесе тав сăмахĕ калар.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика