Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăклах ĕçме тытăнсан...

24 ноября 2012 г.

Çамрăксем хушшинче сăра алкоголизмĕ аталанса пыни, ман шутпа, никамшăн та вăрттăнлăх мар. Шел пулин те, шкул ачисем хушшинче те палăрать çакă.

Аслăрах классенче вĕренекенсем каçхи вăхăтра улахрах кĕтессене пухăнса сăра ĕçнине сахал асăрхатпăр-и? Çакнашкал тĕслĕхсене кăнтăр кунĕнче те тĕл пулма пулать – сăрана обществăлла вырăнсенче ĕçме чарнă пулин те. Арçын ачасем хушшинче хĕр ачасем пулни вара уйрăмах хытă пăшăрхантарать. Пĕчĕккинчен пысăкки пуçланмасть-и вара? Паянхи "сăра тусĕсенчен" ыранхи эрех чурисем пуласси пирки нимĕнле иккĕленÿ те юлмасть...

Çул çитмен çамрăксене, уйрăмах ачасене, лавка-ларексенче эрех-сăра, табак изделийĕсем сутма чарнă-ха. Саккуна пăхăнмасан хăйсене явап тыттарасса сутуçăсем питĕ лайăх чухлаççĕ. Çакăншăн хăшĕсен "хăлхисене пăрнă" тĕслĕхсем те пулмарĕç мар-ха. Ку, паллах, лайăх. Анчах та çул çитмен çамрăксемпе ачасене сăра сутма чарнипех вĕсем сăра ĕçме хăнăхассине чарма çук. Ан тив, ан сутчăр – темех мар. Урăхларах меслетпе усă курма хăнăхса çитрĕç вĕсем. Хам та сахал мар асăрханă, ыттисем те аслă классенче вĕренекен шкул ачисем эрех-сăра сутакан вырăнта явăнкаланине кураççех пулĕ.

– Кукка, тархасшăн, сăра илсе пар-ха, хамăра памаççĕ, – аслисен çумне çыпăçаççĕ хайхискерсем. Кун пек тума юраманни пирки асăрхаттарни кăлăхах. Вĕсен яланах тивĕçлĕ хурав пур: хăйсем валли мар, ашшĕсем янă иккен. Сигарет туянса пама тилмĕрекен хĕр ачасен те çакнашкал сăмахсемех. Пур вĕт пирĕн хушăра "ырă кăмăллă" куккасем: ĕçчĕрех, туртчăрах – пирĕн укçа мар вĕт. Çакнашкал çынсенчен ирĕксĕрех çапла ыйтас килет: ыттисем сирĕн ывăл-хĕрĕрсене сăра, сигарет туянса памаççĕ-и? Пĕлсен, вĕсене мĕн каланă пулăттăр-ши? Темĕн çав, сăмах тупăнмастех пулĕ.

Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ ачисем сăра ĕçнинче ытла темех çук теме пăхать. Вĕсен шучĕпе, сăра – эрех мар. Хытах йăнăшаççĕ: сăран уйрăм сорчĕсенче спирт хисепĕ хĕрлĕ эрехри шайрах. Кун пек чухне черченкĕ организма пĕр кĕленче мар, пĕр стакан сăра та ытлашшипех. Пĕр-икĕ кĕленче сăра мăн çынна та минретет пулсан, ача пирки калама кирлех-ши?

Çамрăксемпе ачасем сăрана рекламăланă хыççăн та каяççĕ пулас. Юрать-ха халĕ ăна телевиденипе рекламăлама чарнă.

Каç пулнă. Çул çитмен çамрăксем пĕр ушкăна пухăннă. Кашнин аллинче – сăра савăчĕ, çăварĕсенче – сигарет. Ир енне вĕсем пулнă вырăнта пушă кĕленчесемпе сигарет пачкисен купи çеç юлать. Мĕн кĕтет малашне çакнашкал çамрăксене? Ирĕксĕрех ыйту тухса тăрать: çамрăклах явма тытăннă вĕренĕн вĕçĕ хăçан пулĕ-ши?

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика