"Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ", район администрацийĕн культурăпа спорт секторĕн заведующийĕ, Хурашаш каччи Александр Самсонов сцена çинче хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарма пуçланăранпа 25 çул çитрĕ. Паян эпир унпа мухтанатпăр, унăн уçă та янравлă сассипе киленетпĕр, пултарулăхĕпе савăнатпăр, пурнăç сукмакĕпе А.Самсоновпа юнашар утма тÿр килнишĕн Турра тав тăватпăр...
Александр Николаевич Самсонов 1966 çулхи августăн 5-мĕшĕнче II Хурашаш ялĕнче кун çути курнă. Çемьере тăватă пĕр тăван ÿснĕ, Саша – виççĕмĕшĕ. Вăрлăхне кура çимĕçĕ, теççĕ. Ашшĕ, Николай Кузьмич, ачисемшĕн те, район çыннисемшĕн те яланах тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. Николай Самсонова хăй вăхăтĕнче (йывăр тăпри çăмăл пултăр) районта пĕлмен çын та пулман пулĕ. Вăл Ленин ячĕпе хисепленнĕ колхоза 25 çул хушши ертсе пынă. Ăна ял хуçалăхĕнче нумай çул ăнăçлă ĕçленĕшĕн, пысăк çитĕнÿсем тунăшăн КПСС Чăваш обкомĕпе Чăваш АССР Министрсен Канашĕ темиçе хутчен те Хисеп грамотисемпе чысланă, 1984 çулта "ЧАССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ят парса наградăланă.
Юрлама Саша çуралсанах тытăннă темелле. Акă пурнăçри хăш-пĕр самантсене аса илсен çакна каламалла: ашшĕ (колхоз председателĕнче ĕçленĕ вăхăтра) час-часах уй-хирте ĕçлекенсем патне мотоциклпа пĕчĕк Сашăна та илсе çÿренĕ. Уй-хир ĕçченĕсем Сашăна юрлама ыйтнă. Пĕчĕк Самсонов кăмăлласах хăйĕн уçă сассипе шăрантарнă юрăсем – колхоз ĕçченĕсен кăмăлĕ те çĕкленнĕ, ĕçĕн хăвăртлăхĕ те ÿснĕ. Пĕчĕк Саша юрланине ял лавккинче те кăмăлланă. Унта та вăл тăтăшах пĕчĕк концерт лартса панă. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра та Александр Самсоновсăр пĕр мероприяти те иртмен. Ача пĕчĕклех юрлама ăста пулнине тата унăн сассине упраса хăварас тесе 14 çула çитнĕ арçын ачана, ÿт-пĕвĕ аталаннă тапхăрта, шкулти учительсем пĕр вăхăт юрламасăр пурăнма сĕннĕ – çав вăхăтра сасса сыхласа хăварма пултарнишĕн паянхи кун та савăнать вăл. Çар ретĕнче тăнă вăхăтра та Александр Самсонов юрлама пăрахман, унта вăл юрă пуçласа яраканни пулнă.
А.Самсонов ĕç стажне культура енĕпе 1987 çулта II Хурашашри Культура Çуртĕнче заведующи тивĕçĕнчен пуçланă.
Хăйĕн пĕлĕвĕ çителĕксĕррине туйса çав çулах тĕп хуламăрти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищине вĕренме кĕнĕ.1991 çулта вăл пĕлĕвне Саратоври патшалăх консерваторийĕнче тăснă. 1996 çулта Чăваш патшалăх филармонийĕнче солист-вокалистра ĕçлеме тытăннă. Александр Самсонов хăйĕн сассипе Раççейĕн тĕрлĕ кĕтессине çитсе халăха савăнтарнă. Чăваша чапа кăларнă çынсем – И.Я.Яковлев 150 çул тултарнине, Çеçпĕл Мишши 100 çул тултарнине халалланă Мускаври уявсене те хутшăннă. Уйрăмах вăл вăрçăпа тыл ветеранĕсемпе шкул ачисем, воин-интернационалистсем умĕнче юрласа ырă ĕçсем тума кăмăллать. Унăн репертуарĕнче 300 яхăн произведени: классикăран пуçласа паянхи авторсем таранах. Юрласси вара кукамăшĕнчен куçнă тесе шухăшлать Саша. Кукамăшĕ те музыкăна лайăх ăнланнă, сасси янравлă пулнă.
Александр Николаевич çултан-çул пĕлĕвне ÿстерсех пынă. Вăл виçĕ аслă пĕлÿ илнĕ: музыкант (1996 çул), менеджер (1999 çул), юрист (2003 çул).
2006 çултанпа А.Самсонов районти культурăпа спорта аталантарса ертсе пырать. Начальник тивĕçĕсене пурнăçласа пынисĕр пуçне вăл районти мероприятисене ертсе пыраканĔ те, юрăÇ та, спортсмен та. Александр Николаевич районти, республикăри спорт мероприятийĕсене хутшăнса пысăк кăтартусем туса район чысне тăтăшах çĕклет. Акă кăçалхи сентябрĕн 15-мĕшĕнче Шупашкарта "Олимпийский" стадионта "Советская Чувашия" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ прессăн спорт фестивалĕнче – А.Г.Николаев летчик-космонавта асăнса 74-мĕш çăмăл атлетика эстафета чупăвĕнче А.Самсонов ертсе пыракан ушкăн (вăл тăрăшнипе) республикăри хăй тытăмлăх ушкăнĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. 2010 çулта та республикăри район администрацийĕсем хушшинче дартс вăййипе 2 вырăн йышăннăччĕ.
Çавăн пекех А.Самсонов Раççейри, республикăри мероприятисене, конкурссене хутшăнать. Ăна чылай конкурсăн жюри председателĕ пулма та шанаççĕ. 2010-2011 çулсенче регионти "Вирьял шевлисем" конкурсăн жюри председателĕ пулнăччĕ, наци радиовĕ ирттерекен конкурссене те активлă хутшăнать вăл.
Ĕçне кура хисепĕ, теççĕ. Александр Николаевича Чăваш Республикин Культура министерстви, ЧР Физкультура, спорт тата туризм министерстви, "Чăвашрессовпроф" президиумĕ, Чăваш наци конгресĕ сахал мар Хисеп грамотисемпе наградăланă, Чул хула облаçĕнчи культура енĕпе ĕçлекен комитечĕ, республикăри вĕренÿ институчĕ, наци библиотеки, "Чавал" ентешлĕх, район администрацийĕн тата Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕсем чылай Тав çырăвĕсемпе чысланă. Иртнĕ çул вăл "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕçрĕ.
А.Самсонов çемьеллĕ, Шупашкар хулинче тĕпленнĕ. Мăшăрĕпе, Наталья Ананьевнапа, хĕр ÿстереççĕ.
Районта пурăнакансене те Александр Самсонов концерт тата бенифис йышши тĕл пулусем йĕркелесе хăйĕн пултарулăхĕпе сахал мар савăнтарать. Унăн музыкăсăр, таса та уçă сассипе шăрантарнă юрăсен мероприятине те çынсем нумаййăн хутшăннăччĕ.
Хамăрпа юнашар пурăнакан çын пирки пĕлетпĕр тесе шутлатпăр. Тĕрĕсех мар ку. Александр Николаевичăн пултарулăхĕ пире кашни кун хăйне евĕрлĕхпе савăнтарĕ, чĕресене тыткăнлĕ, çутă пуласлăх парнелĕ. А.Самсоновăн ноябрĕн 22-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай салинчи Культурăпа кану центрĕнче иртекен концертне кайса курсан ÿкĕнмĕпĕр...
Александр Самсоновăн пултарулăхĕ ан иксĕлтĕр...
|