Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă вĕренÿ заведенийĕсене мĕн кĕтет?

17 ноября 2012 г.

Тепĕр виçĕ уйăхран Раççей Федерацийĕн Вĕренÿпе наука министерстви эффективлă мар аслă вĕренÿ заведенийĕсемпе мĕн тумаллине палăртĕ. Çакăн çинчен министр çумĕ Алексей Климов пĕлтернĕ.

Çак кунсенче ведомство хăйĕн сайтĕнче августăн 15-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 15-мĕшĕччен ирттернĕ мониторинг кăтартăвĕсене вырнаçтарнă. Унта патшалăхăн 502 аслă вĕренÿ заведенийĕ тата 930 филиалĕ кĕнĕ. Раççейри 130 ытла заведени, мониторинг кăтартăвĕсем тăрăх, эффективлăха палăртакан вăл е ку чикĕрен хăпарайман.

Пĕтĕмпе 50 яхăн тĕрлĕ ене шута илнĕ. Анчах эффективлăха чи кирлĕ 5 енпе шута илме йышăннă. ППЭ-н вăтам балĕ 60-тан пĕчĕк пулмалла мар, наукăпа тĕпчев ĕçĕ-хĕлĕ – наукăран пĕр вĕрентекен пуçне 50 пин тенкĕрен кая мар, тĕнче шайĕнчи ĕç-хĕл – вĕренекенсен пĕтĕм йышĕнчен 0,7 проценчĕ ют çĕр-шыв студенчĕсем пулмалла, аслă вĕренÿ заведенийĕсен пур çăл куçсенчен те туса илнĕ тупăш – пĕр сотрудник пуçне 1 миллон та 100 пин тенкĕрен кая мар, пÿлĕмсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ – кашни студент пуçне 11 тăваткал метр пулмалла. Филиалсене тата виçĕ кăтарту хушса панă: студентсен пĕтĕмĕшле шутне, вĕрентекенсенчен кандидатсемпе наука докторĕсен пайне тата штатри преподавательсен хисепне палăртмалла.

Хакламалли виçесене ертсе пыракан университетсен Ассоциацийĕн сĕнĕвĕсемпе килĕшÿллĕн туса хатĕрленĕ, вĕсене Раççейри ректорсен пĕрлешĕвĕ ырланă. Сăмахран, Мускаври тата Санкт-Петербургри аслă вĕренÿ заведенийĕсен хăш-пĕр кăтартăвĕсене ÿстерме тивнĕ. Вĕсенче вĕренме кĕрекенсен ППЭ-н вăтам балĕ 63-рен пĕчĕк пулмалла мар. Мĕншĕн тесен тĕп хуласен статусĕ çапла тума хистет. Çавăнпах, тĕслĕхрен, Мускавра вырнаçнă Раççейри патшалăх социаллă университечĕн эффективлăхсăр енĕсене тупса палăртнă, Дедовскри унăн филиалĕнче вара – çук.

Тĕрĕссипе каласан, мониторинг кăтартăвĕсем нумайăшне тĕлĕнтереççĕ. Мĕншĕн тесен Раççейри чылай паллă тата сумлă аслă вĕренÿ заведенине тухăçсăррисен, урăхла каласан эффективлă маррисен, шутне кĕртнĕ.

Мĕн кĕтет-ши аялти картлашка çинче тăракан заведенисене? Шкултан вĕренсе тухакансен хăшне суйласа илмелле?

Министр çумĕ палăртнă тăрăх: «Пысăк калăпăшлă мониторинг ирттерни, ăна халăх çине кăларни – тухăçлă ĕçлеймен заведенисене хупса хураççĕ тенине пĕлтермест. Тĕллевĕ – вузсене тухăçлăрах ĕçлеттерсе ярасси. Хупса хурасси вара – юлашки ĕç».

Ноябрĕн 6-14-мĕшĕсенче регионсенче йĕркеленĕ ĕç ушкăнĕсем списокри "хăйсен" вузĕсене тишкерчĕç. Ун хыççăн списокра юлнисем валли учредительсем сĕнÿсем хатĕрлесе Раççей Президенчĕ патне, Правительствăна татăклă йышăну тума ярса парĕç. Йышăнăвĕсем, паллах, тĕрлĕрен пулĕç. Вырăнта пĕлтерĕшлисем валли хушма укçа уйăрса парĕç. Ертÿçĕсене, сăлтав пулсан, улăштарĕç. Хăшĕсене эффективлăрах ĕçлекеннисемпе пĕрлештерĕç.

– Ун пек чухне студентсен прависем сыхланса юлаççĕ, – тенĕ А.Климов. – Кам бюджетра вĕреннĕ – патшалăх шучĕпех вĕренĕ. Анчах абитуриентсен пăлханмалли пулатех, мĕншĕн тесен çитес çултан бюджет вырăнĕсене пайланă чухне вузăн мониторингри вырăнне шута илĕç. Эффективлă маррисенче бюджет вырăнĕсене те, укçа-тенкĕ уйăрассине те касса илеççĕ.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика