Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 10 пин ытла çын усă курать

14 ноября 2012 г.

Чăваш Енре 10 пин ытла çын ĕнтĕ патшалăх пулăшăвĕсемпе электронлă майпа усă курать. Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче регистрациленесси 5 минутран тытăнса 10 минут таран йышăнать. Çавна валли çыннăн хăйĕнпе пĕрле паспорт тата харпăр хăйĕн лицевой счечĕн страховани номерĕ (СНИЛС) пулмалла. Кун çинчен журналистсене ноябрĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерствин информаци технологийĕсене пурнăçа кĕртес енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Ирина Никонорова каласа панă.

ЧР Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе электронлă майпа йышăнмалли чи малтанхи пулăшусен планне çирĕплетнĕ. Кунта пĕтĕмпе 77 пулăшу, вăл шутран муниципаллă пулăшусем 27 тата патшалăх пулăшăвĕсем 50. Ку пулăшусем пирки пĕтĕм информацие Чăваш Республикин патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче вырнаçтарнă. Ăна 2010 çулта йĕркеленĕ.

Хальхи вăхăтра электронлă мел çине патшалăхăн 19 пулăшăвне куçарнă (патшалăхăн 17 пулăшăвĕ тата муниципаллă 2 пулăшу). Кусем вĕсем республикăн Вĕренÿпе çамрăксен политикин, Сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану, Юстици, Культура, национальность ĕçĕсен тата архив ĕçĕсен министерствисен, Чăваш Ен ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин тата Шупашкар хула администрацийĕн пулăшăвĕсем.

ЧР Юстици министерствин пулăшăвĕсемпе усă куракансем уйрăмах йышлă. Кунпа пĕрлех Чăваш Ен ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин пулăшăвĕсемпе усă куракансем те сахал мар.

Пулăшусене патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă илес тесен сайтра регистрациленмелле. Паспортпа СНИЛС кирлĕ пулать. 5-10 минут хушшинче регистрацилеççĕ. Кайран харпăр хăй кабинечĕн активаци кодне илмелли меле суйласа илмелле: "Раççей почти" ФГУП урлă (вăтамран пĕр эрне йышăнать) е "Ростелеком" ОАО урлă (регистрациленнĕ хыççăн 15 минутран). Пĕрлехи порталта федераллă тата регион пулăшăвĕсене те илме май пур.

Хальхи вăхăтра Раççей Федерацийĕн патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче республикăра пурăнакан 10 пин ытла çын регистрациленнĕ. Федераллă патшалăх пулăшăвĕсене электронлă майпа илессипе вĕсем 25 пин ытла хут çыхăннă. Регион пулăшăвĕсемпе 602 хут усă курнă (вĕсемпе кăçалхи март уйăхĕнче тивĕçтерме тытăннă).

Чăваш Енре пулăшусене электронлă мел çине куçарасси графикпа килĕшÿллĕн пулса пырать. 2012 çул вĕçленнĕ тĕле татах 50 пулăшăва (патшалăх пулăшăвĕсем 25 тата муниципаллă пулăшусем 25) электронлă мел çине куçармалла.


Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика