Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шыв таса пултăр

14 ноября 2012 г.

С.ПЕТРЯНКИНА.

Район территорийĕнче пурăнакансен пысăк пайĕ централизацилемен çăлсенчи – обществăлла е харпăр хăйĕн пуссинчи, çăл куçри – шыва ĕçме усă курать. Централизацилемен çăлсенчи шыв тасалăхпа уйрăлса тăмасть. Унта хими хутăшĕсемпе тĕрлĕ микроорганизмсем нумай. Тĕрĕс майпа йĕркеленĕ пусăсем шыва вараланасран сыхламалла, унăн пахалăхне пĕр шайра тытса тăмалла, тĕрлĕ инфекци лекесрен хÿтĕлемелле. Çакă шыв урлă ерекен чирсенчен хÿтĕленме пулăшать, инфекцисем халăх хушшинче сарăлассине чарса тăрать. Çăл куçсенчи, пусăсенчи шыв урлă пыршăлăх инфекцийĕсемпе, А гепатитпа, туляремипе, тифпа чирлеме пулать.

Харпăр хăйĕн çĕр лаптăкĕнче пусă тума шут тытсан, ăна ăçтарах вырнаçтарасси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Пусă таса мар, путлăхлă вырăнта, автоçул патне 30 метртан çывăхарах пулмалла мар, унта çурхи шывсем юхмалла мар. Пусăн çÿлти пайĕ çĕр шайĕнчен 0,7-0,8 метр тухса тăмалла, унăн йĕри-тавра çĕре 1-2 метр радиусра чулпа, кирпĕчпе, бетонпа е асфальтпа витмелле, шывсем юхса анччăр тесе çумĕнчи пайне кăшт çÿлерех тумалла. Çиелтен пусса виткĕçпе витмелле. Обществăлла пусăсене карта тытса çаврăнмалла, витресене лартма сак тумалла. Шыв ăсма е обществăлла витрепе усă курмалла, е электронасус вырнаçтармалла. Кашни хăйĕн витрипе ăсса илни шыва варалать, унта чир-чĕр ертекен микробсене аталантарма пултарать. Пусă патĕнчен 20 метрта автомашинăсене çума, япала чÿхеме, выльăхсене шăварма, чăх-чĕп усрама юрамасть. Шыв таса пултăр тесен чи малтанах пусă таврашĕнчи территори таса пулни çине тимлĕх уйăрмалла.

Обществăлла пусăсемпе çăлсене йĕркелессине ял тăрăхĕсен шайĕнче граждансен пухăвĕсенче татса памалла. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, коллективлă тата харпăр хăй усă куракансен шучĕпе пусса çулталăкра пĕрре тасатмалла, дезинфекцилемелле. Тин тунă çăлсенчи шыва чи малтанах тĕрĕслемелле, вăл ĕçме юрăхлă пулнине çирĕплетмелле.

Шыв урлă лекекен чирсенчен сыхланма çуркунне юр ирĕлнĕ, кĕркунне çумăрсем вăйлă çунă вăхăтра пусăсенчи тата çăлсенчи шыва усă куриччен вĕретмелле. Çÿлтен анакан шывсем пусса ан варалаччăр тесе ятарлă канавсем чавмалла, пусă таврашĕнчи территорие тасатсах тăмалла, шыв илесрен сыхламалла. Енчен те пусă çурхи шывсемпе тулса ларчĕ пулсан, унти шыва ĕçме тăхтамалла, унсăрăн сывлăха сиенлетме пулать. Килте усă курмалли фильтрсем шывăн пахалăхне тата та ÿстерме пулăшĕç. Чир-чĕртен сыхланассинче шыв таса пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине ан манăр.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика