Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çÿхе пăр хăрушлăх кăларса тăратать

10 ноября 2012 г.

А.Дмитриев, райадминистрацин ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ.

Умра – сивĕ кунсем. Çитес вăхăтра пĕвесем, кÿлĕсем, плотинăсем пăрпа витĕнĕç. Анчах та малтанхи çÿхе пăр чылай хăрушлăх кăларса тăратать. Калас пулать, уйрăмах ачасем çÿхе пăр çине кĕме кăмăллаççĕ.

Пирĕн район территорийĕнче пĕвесем, кÿлĕсем, плотинăсем сахал мар. Кунпа пĕрлех Сăр юхан шывĕ юхса иртет. Пăр хулăнăшĕ нихçан та пĕр пек шăнса лармасть. Юхан шыв варринчи пăр çÿхерех пулма пултарать. Çакна асра тытмалла: пĕр çынна 7 сантиметртан кая мар хулăнăш пăр тÿсет. Каток-мĕн тăвас тесен унăн хулăнăшĕ 12 сантиметр е ытларах та пулмалла. Пăр хулăнăшĕ 15 сантиметр ытларах пулсан кăна ун тăрăх çуран каçса çÿреме юрать. 30 сантиметр хулăнăшлĕ пăр çине автомашинăпа кĕмелле мар. Шыв температури 2 градус сивĕ пулсан çын унта 5-8 минут кăна тытăнса тăма пултарать.

Пĕтĕмĕшле илсен, пăр çинче асăрханулăх кирлĕ. Тимлĕхе ÿстерни инкек-синкекрен хăтăлма май парĕ

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика