Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ 100 фельдшер-акушер пункчĕ пулать

07 ноября 2012 г.

07.11.2012

Ноябрĕн 2-мĕшĕнче Михаил Игнатьев асăннă йышăнăва çирĕплетнĕ – Чăваш Республикинче ял халăхне малтанхи медицина-санитари пулăшăвĕ парассине лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен калакан Указа алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн 2016 çулччен ялсенче çĕнĕ йышши 100 фельдшер-акушер пункчĕ тăвĕç.

Медпулăшупа усă курассине меллĕ тăвасси Чăваш Ене уйрăмах кирлĕ. Кунта халăхăн 41 проценчĕ ялсенче пурăнать (Раççейре – 26,3 процент). Тивĕçлĕ инфратытăм пур: территорисен пĕрлехи 15 медицина центрĕ, районсен 21 тĕп больници, 198 врач офисĕ, 525 фельдшер-акушер пункчĕ. Алă пуснă указ – çак мерăсен тăсăмĕ. Çак йышăну çынсене районтан тухмасăрах паха медпулăшупа усă курма май парĕ – çĕнĕ 100 фельдшер-акушер пунктĕнче пулăшу илĕç. Участок врачĕсен, пĕтĕмĕшле практика врачĕсен ĕçĕнче профилактика тĕп вырăнта пулĕ. Çак ĕçе 2013-2015 çулсенче пурнăçлама палăртнă.

Çĕнĕ ФАП-семсĕр пуçне Указра çак пунктсен медицина ĕçченĕсене социаллă хÿтлĕх мерисемпе тивĕçтерессине те палăртнă, çакă вĕсене хăтлă условисемпе тивĕçтерме, ялти медучрежденисене çамрăк специалистсем килессине вăй пама кирлĕ. Хальхи вăхăтра "Земство тухтăрĕ" программа пулăшнипе çамрăк 126 врач ялсенче ĕçлеме тытăннă. Ку енĕпе малалла ĕçлĕç. Указа пурнăçлама республика бюджетĕнчен 250 млн тенкĕ яраççĕ.

Республикăра пурăнакансене паха медпулăшупа тивĕçтересси – Чăваш Енĕн влать органĕсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Республика сывлăх сыхлавне çĕнетес енĕпе çĕр-шыври чи лайăх регионсен теçеткинче. Çакна халăх сывлăхĕн кăтартăвĕсем, демографи лару-тăрăвĕ лайăхланни, пурнăç тăршшĕ пысăкланни çирĕплетеççĕ. Юлашки 20 çул хушшинче пуçласа халăх йышĕ ÿсме тытăннă. Çакăнта ача çуратассине хавхалантарнин (нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсем пани, республикăн амăшĕн капиталĕ) витĕмĕ те пысăк. Пурнăçлакан ĕç тухăçлăхне халăх медицина пулăшăвĕн пахалăхĕпе кăмăллă пулнин кăтартăвĕ те çирĕплетет: вăл 2009 çулта 40,5 процент пулнă, 2011 çулта – 42,8 процент.

Программăна ăнăçлă пурнăçлани республикăна хушма субсиди илекен регионсен шутне кĕме май панă. Илнĕ 145,8 млн тенкĕпе медицинăна малалла аталантарма усă курĕç.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика