Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малтанхи ачасем пулмаççĕ

06 ноября 2012 г.

Э.Оринов, районти суд приставĕсен пайĕн начальникĕ.

Ачасене йĕркеллĕ условисенче ÿссе аталанма майсем туса парассишĕн ашшĕ-амăшĕ яваплă. Анчах та тулли мар çемьесенче ÿсекен ачасем хăйсене пурнăç парнеленĕ çынсен ăшшине çителĕклĕ туймаççĕ, аслисем "малтанхи" ачасемшĕн алимент тÿлеççĕ.

Суд йышăннă пулсан – алимент тÿлемеллех. Паянхи куна ун пеккисем районта 140-ĕн, вĕсенчен çуррине яхăн хĕрарăмсем. Çакă тĕлĕнтерет: уйрăмах хĕрарăмсем алимент тÿлессинчен пăрăнаççĕ. Акă ноябрь уйăхĕн пĕрремĕш кунĕнче хăйĕн варĕнче 9 уйăх çÿренĕ ачишĕн алимент тÿлемен хĕрарăм пирки уголовлă ĕç пуçартăмăр. Çитес вăхăтра ун пеккисем ытларах пулĕç.

Чи малтанах çакна калас килет: мăшăрсем пĕр-пĕринпе пурăнма пăрахсан та хăйсен ачисене пăхма-пулăшма тивĕç – ют ачасем мар-çке вĕсем. Вĕсем – сирĕн тĕпренчĕкĕрсем. Вĕсенче сирĕн юнăр...

Пирĕн район пысăк мар пулин те, хăйсен ачисене алимент тÿлессинчен 100 ытла хĕрарăмпа арçын пăрăнаççĕ.

Ăнлантарма та кирлĕ мар пулĕ: мĕншĕн-ха малтан пĕр-пĕрне юратнă та телейлĕ мăшăрсем тăшман пулса тăраççĕ, çемьерен уйрăлса юратнă çыннипе пĕрлех ачине те манаççĕ...

Юрать, патшалăх çав ачасене пăрахмасть. Çемье кодексĕпе килĕшÿллĕн ашшĕн е амăшĕн ачисене пăхса усрамалăх алимент тÿлемелле тесе йышăннă. Алимент виçине, ăна тÿлемелли йĕркене Çемье кодексĕн 81 статйинче пăхса хунă правилăсемпе усă курса палăртаççĕ. Ачине пăрахса хăварнă ашшĕн е амăшĕн кашни уйăхра пĕр ачашăн тупăшăн1/4 пайне, икĕ ачашăн – 1/3 пайне, виçĕ е ытларах ачашăн1/2 пайне тÿлемелле.Алимент тÿлекенĕн укçа-тенкĕпе çыхăннă лару-тăрăвне кура асăннă пайсене ÿстерме е пĕчĕклетме пултараççĕ. Унсăр пуçне суд, укçа тÿлеме тивĕç ашшĕн е амăшĕн яланхи тупăш çук пулсан, вăл улшăнсах тăрсан, шалăва ют çĕр-шыв валютипе илсе тăрсан е тупăшĕ пачах пулмасан, тупăшĕ пуррине пытарсан, анчах харпăрлăхра хаклă йышши пурлăх пулсан, алимент тÿлемелли çирĕп сумма та (твердая денежная сумма) палăртма пултарать.

Пристав – должность йышăнакан çын. Чылай ашшĕ-амăшĕшĕн вăл çывăх çын та пулса тăрать: мĕн тери унăн вĕсен çемьери пăтăрмахĕсене ăнланма тивет.

Юри чылай хушă алимент тÿлемен çынна ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăварма, уголовлă яваплăх тыттарма, пурлăхне арестлеме... пултараççĕ, ют çĕр-шывсене кайма чараççĕ. Анчах та кун пек туни алимент тÿлессинчен хăтармасть.

Паллах суд приставĕ ачисем пирки маннă ашшĕ-амăшне саккуна пăхăнтарĕ. Анчах та ăнланма йывăр: мĕншĕн должность йышăнаканăн ют çынсене ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕсене вĕрентмелле, ăнлантармалла...

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика