Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр улмин «ылтăн» нематоди

03 ноября 2012 г.

Л.Акмаева, Чăваш Республикинчи Россельхознадзорăн Управлени инспекторĕ.

Раççей Федерацийĕн Чăваш Республикинчи ветеринари тата фитосанитари асăрхавĕн Управлени служби сиенлĕ организма çĕр улмин «ылтăн» нематодине тупса палăртассипе – ерекен чирсем сарăласран сыхланма тăвакан ĕçсем ирттернĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хусанушкăнь тата Питĕркасси ял тăрăхĕсенчи уйрăм хуçалăхсенче çĕр улмин «ылтăн» нематоди пуррине тĕрĕсленĕ. Тĕрĕслев асăннă ял тăрăхĕсен уйрăм хуçалăхĕсенче çак чире тупса палăртнă. Управлени йышăнăвĕпе «ылтăн» нематода чир ытти хуçалăхсене сарăласран, ĕрчесрен çак территорисенче карантинлă фитосанитари хутлăхĕ тата йĕрке тунă.

Çĕр улмин «ылтăн» нематоди – фитопаразитла çаврака хурт. Раççей территорийĕнче анлă сарăлакан, çимĕçе сиен кÿрекен чир. Ăна пула пахча çимĕç тухăçлăхĕ 30-80 процент таран чакма пултарать.

«Ылтăн» нематода ура, пушмак йĕрĕпе те, выльăх ура йĕрĕпе те, хуçалăхри хатĕр-хĕтĕрпе те, пăсăлнă тăпрапа та, çĕр улми паранкипе те куçма пултарать. Çумăр шывĕпе те, çилпе те хуçалăхри тăпрана сиенлет. Ÿсен-тăран çак чирпе сиенленни ăна лартнă хыççăн 3-4 эрне иртсен палăрать. Вĕсем япăх çитĕнеççĕ, аялти çулçисем саралаççĕ тата шанаççĕ, çимĕçĕсем вĕтĕ е пач та пулмаççĕ.

Çак чире йышăнман, пăхăнман çĕр улми сорчĕсем çаксем: Импала, Ред Скарлетт, Розара, Сантэ, Роко, ир пулакан Жуковски тата ыттисем те. Пуçтарса кĕнĕ хыççăн участокра юлнă юрăхсăр çимĕçсене, тунисене çунтармалла. Ĕçре усă курнă хуçалăх хатĕр-хĕтĕрне тасатса, çуса хумалла.

Карантинлă объектсене е чир паллисене тупса палăртсан хуçа харпăрлăхçăн Чăваш Республикинчи Россельхознадзорăн Управленине çак адреспа пĕлтермелле: Шупашкар хули, Крупская урамĕ, 9 çурт. Телефон номерĕсем: 52 70 38, 52 80 29 (ф). E-mail: rsnadzor21@mail.ru е ял тăрăхĕн администрацине каймалла.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика