Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Бюджет виççĕмеш хут пысăкланать

03 ноября 2012 г.

Иртнĕ шăмат кун Министрсен Кабинечĕн черетсĕр ларăвĕ иртрĕ. Унта тишкернĕ тĕп ыйту республикăн 2012 çулхи тата планпа пăхнă 2013-2014 çулсенчи тапхăрти бюджечĕ çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртесси пулчĕ. Кабинет республика бюджечĕн тĕп параметрĕсене пысăклатассине ырларĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен кăçалхи бюджет тупăшсемпе тăкаксем тĕлĕшпе 522 млн тенкĕлĕх пысăкланать. Хушăм – федераци бюджетĕнчен тата Обязательнăй медицина страхованийĕн территори фондĕнчен килекен укçа шучĕпе.

Çав шутра 146 млн тенке яхăн – сывлăх сыхлавне çĕнетмелли регион программине пурнăçлама. 99 млн тенкĕ ытларах – ял хуçалăхне тĕревлеме. Пурăнмалли çурт-йĕр строительствине аталантарма тата 140 млн тенкĕ ытларах яраççĕ. Вĕренÿ объекчĕсен строительстви валли – 80 млн тенкĕ.

Ĕç тăвакан власть органĕсем ăнăçлă ĕçленĕшĕн Чăваш Ене панă хушма укçан пĕтĕмĕшле виçи кăçал 150 млн тенкĕпе танлашнă. "Пĕтĕмпе республика каялла тавăрса памалла мар майпа 780 млн тенкĕ илет, – терĕ Михаил Игнатьев. – Япăх мар виçе. Федераци министерствисемпе аван ĕçленĕ. Япăх ĕçленĕ-тĕк çак укçана илейместĕмĕр". Мускавпа аван ĕçлени чылай енĕпе палăрнă. Çапах пĕр отрасль тĕлĕшпе кăмăлсăрланмалли сăлтав пур. Сăмах – ял хуçалăхĕ пирки.

Унăн регион экономикишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ программисене пурнăçлама уйăракан субсидисен виçи 257 млн яхăн тенкĕ чакнă. Федераци бюджетĕнчен маларах уйăрма палăртнă 283,9 млн тенкĕ вырăнне пĕтĕмпе те 27,1 млн тенкĕ парĕç.

"Пире, ялти тавар туса кăларакана, явап тыттарас терĕç пуль... – пăшăрханăвне пытармарĕ Михаил Васильевич. – Кирлĕ чухлĕ укçа уйăрасси çинчен калаçса татăлнăччĕ, пирĕн программăсем тивĕçлĕ критерисемпе килĕшсе тăнине министерствăра çирĕплетнĕччĕ. Анчах кайран Чăваш Енри тавар туса кăларакансене пулăшусăр хăварма йышăннă. Ку – федераци министерствин прави..."

Улшăнусен ырланă проекчĕпе килĕшÿллĕн республикăн кăçалхи бюджечĕн тупăшĕсем 32,4 млрд тенкĕ ытларах пулаççĕ – малтан палăртнинчен 22,1 процент пысăкрах. Тăкаксем – 36,6 млрд тенкĕ ытларах, ÿсĕм 32,7 процент. Бюджет дефицичĕ – 4,2 млрд тенке яхăн. Ку – бюджетăн кăçалхи виççĕмĕш улшăнăвĕ. "Тăваттăмĕшĕ пулмасть", – терĕ Михаил Игнатьев кăçалхи бюджет пĕтĕмĕшле илсен ăнăçлă пурнăçланассине çирĕплетнĕ май.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика